14 декабря 2020 г.
Раштавăн 9-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕнче Чăваш Республикин «Культурăпа туризма аталантарасси» патшалăх программин «Чăваш чĕлхине упрасси, вĕренесси тата аталантарасси» çум программин проектне ырланă.
Программăна хатĕрлесси çинчен Олег Николаев чăваш чĕлхи кунĕнче, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ конференцире палăртнă. Республика Пуçлăхĕ ун чухне чăваш чĕлхине упрас тата аталантарас енĕпе патшалăх органĕсемпе граждансен обществăлла пĕрлешĕвĕсен пĕр тĕллев лартмалла тесе сĕннĕччĕ.
Хушма программăн тĕллевĕ - 2021-2025 çулсенче чăваш чĕлхине упрассине, вĕренессине тата аталантарассине тивĕçтерсе тăракан чĕлхе политикине тухăçлă пурнăçлама майсем туса парасси, Чăваш Республикин бюджетĕнчен асăннă ĕçе пурнăçлама 28,3 миллион тенкĕ укçа пăхса хăварнă.
Программăна чĕлхе политикин инфратытăмне аталантарас, чăваш чĕлхине информаципе коммуникаци анлăшĕнче ĕçлеттермелли условисем туса хурас, чăваш чĕлхине упраса аталантармалли процессене наукăпа методика тĕлĕшĕнчен тивĕçтерес, чăваш чĕлхине вĕренмелли тытăма лайăхлатас, паха çыхăнăва йĕркелеме майсем туса парас тата ытти кирлĕ çул-йĕрсем кĕреççĕ.
Хушма программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе хатĕрленĕ мероприятийĕсем ĕçĕн тĕп аспекчĕсене вăйлатĕç. Чăвашла кĕнеке кăларассине хута яма, классиксен, хальхи писательсен тăван чĕлхепе çырнă таврапĕлÿ литературин произведенийĕсемпе библиотекăсене тултарма укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш чĕлхине вĕрентмелли инновациллĕ меслетсене ĕçе кĕртме, чăваш чĕлхине электронлă информаци талккăшне тата ытти кирлĕ çул-йĕрсене аталантарма палăртнă.
Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Мустаевăн комментарийĕ:
- Тăван чĕлхене упраса хăварайман халăхăн пуласлăхĕ çук тесе каланипе тĕпрен килĕ-шетĕп. Анне сĕчĕпе вĕреннĕ чĕлхене пăрахăçламалла мар, хамăртан пуçласа мăнуксем патне çитиех куллен чăвашла калаçмалла. Нумаях пулмасть йышăннă «Чăваш чĕлхине упрасси, вĕрентесси тата аталантарасси» çумпрограммăна ырласа йышăнатăп. Чăваш чĕлхипе çырнă кĕнекесене ытларах пичетлеме пуçласси, чăвашла мультфильмсем кăларма тытăнасси - çав тери паха ĕç тесе шутлатăп.
Хамăр район çыннисене кулленхи пурнăçра та, ĕç вырăнĕнче те тăван чĕлхепе ытларах калаçма сĕнес килет. Чăваш чĕлхи пĕтсе пыракан чĕлхесен шутĕнчен тухса малалла аталанасса шансах тăратăп.
Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн ертÿçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Николаева çапла шухăшлать.
– Паянхи кун тĕнчере пĕр миллион ытла чăваш çынни шутланать. Анчах чăвашла калаçакансен шучĕ чылай сахалтарах. Ахальтен мар ĕнтĕ ЮНЕСКО пирĕн чĕлхене пĕтсе пыраканнисен шутне кĕртнĕ. Çавăнпа та эпĕ Чăваш Республикин «Культурăпа туризма аталантарасси» программине ятарлă çумпрограммăпа анлăлатнине питĕ кирлĕ те вăхăтлă йышăну тесе шутлатăп. Пирĕн республикăри патшалăх чĕлхисенчен пĕри шутланакан чăваш чĕлхин ятне-сумне çÿлти шайра тытса пыма пулăшас тесе чылай ĕç туса ирттерме палăртнă. Чĕлхе пурăнтăр тесен унпа кулленхи пурнăçра та, ытти çĕрте те – çав шутра вĕрентÿ, наука,культура тытăмĕнче – усă курмалла. Çакă вара чĕлхене упраса хăварма, вĕрентме, малалла аталантарма кăна мар, пуянран та пуян культурипе ытти халăхсене те паллаштарма çĕнĕ майсем уçса парĕччĕ.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)