Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă та савăнăçлă ачалăхшăн

14 декабря 2020 г.

Чăваш Енре «Шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтерес» республика проектне пурнăçлас ĕç малалла пырать. Республикăри пур шкулсенче те лайăх апат-çимĕçпе тивĕçтересси - чи çивĕч ыйту. Проект тĕллевĕ тытăмлăн улшăнмасть, ача-пăча мĕнле шкулта вĕреннине пăхмасăрах пĕрешкел пахалăхпа хатĕрленĕ апат-çимĕçпе кăмăллă пулнине пĕлмелле.

Шкул ачисен вĕри апатне йĕркелессипе çыхăннă тĕпчев-тĕлпулусем иртрĕç. Эксперт командисем республикăри кашни муниципалитетах тухрĕç, нормативлă право тĕлĕшĕнчен йĕркелесе пымалли, хальхи апат-çимĕçпе столовăйсене тивĕçтермелли, ачасемпе çамрăксен тĕрĕс апатланăвне йĕркелемелли, поставщиксемпе хутшăнса ĕçлемелли, шкулти столовăйсенче ĕçлеме специалистсене хатĕрлемелли ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Шкул ачисен апат графикне столовăйри ачасене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса вырнаçтарассине шута илсе йĕркеленĕ. Республикăри шкул столовăйĕсен 100 процентĕнче сывлăш рециркуляторĕсем, бактери пĕтермелли аппаратсем вырнаçтарнă.

Шкул ачисем пурте вĕри апат-çимĕç илсе тăччăр тесе кăна мар, вăл пахалăхпа, шайлашулăх нормисемпе килĕшÿллĕн пултăр тесе тăрăшаççĕ. Республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче ăс пухакан кашни ачана вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пуçламăш классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр апатлантарассине йĕркеленĕ.

Пур районсенче те шкулсенчи апат-çимĕç блокĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ çулсерен çĕнелсе пырать. Ку енĕпе тĕрлĕ шайри бюджет-ран тивĕçлĕ укçа-тенкĕ уйăрнăран столовăйсенче юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Пирĕн районти шкулсенче ачасене пахалăхăлă вĕри апатпа тивĕçтерессине çирĕп тимлесе тăраççĕ. Паянхи куна шкул столовăйĕсенче оборудованисене çĕнетнĕ.

Хулари 1-мĕш номерлĕ гимназире вĕренекенсем вĕри апатпа кăмăллă. Ашшĕ-амăшĕсем те юлашки çулсенче апат пахалăхĕ ÿссе пынине палăртаççĕ.

 

О. ЕФРЕМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика