07 декабря 2020 г.
Юлашки вăхăтра ваттисем те, çамрăксем те ултавçăсен серепине çакланаççĕ. Темшĕн тимлĕрех пулмаллине самантрах манаççĕ.
Çынсене кун пек инкекрен хăтарас тĕллевпе районти тата республикăри Шалти ĕçсен пайĕсем тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ, халăха асăрхануллăрах пулма хистеççĕ. Çынсем шар курнă тĕслĕхсем çинчен эпир те хамăр хаçатра пĕрре мар пичетленĕ. Апла пулин те çынсем мошенниксенчен шар курнă тĕслĕхсем йышлансах пыраççĕ.
Республикăра çак эрнере пулнă пĕр тĕслĕхпе паллаштаратпăр. Çĕмĕрле районĕнче пурăнкан 81 çулхи хĕрарăм телевизор пăхнă чух унта чиртен сыватма пултарни çинчен калакан пĕлтерÿ курнă. Часах «сыватакан» патне шăнкăравланă та укçа куçарса панă. Лешĕсем унран вара пĕрре те хăпман, кинемей çулталăк тăршшĕ-пех ултавçăсене укçапа «тăрантарнă». Перекет банкĕнче ĕçлекенсем хĕрарăма ÿкĕтлесе те пăхнă, вăл вара никама та итлемен, пухнă укçана хăй пĕлмен счет çине 29 хут куçарнă. Юлашкинчен ултавçăсем кинемее кредит илме тата укçа ярса пама хистенĕ, телефонпа шăнкăравласа хăратнă. Çакăн хыççăн çеç вăл пулăшу ыйтса вырăнти Шалти ĕçсен пайне пынă.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак эрнере телефон аферисчĕсем пĕр талăкра пирĕн республикăра пурăнакан 17 çынна улталанă, пурĕ виçĕ миллион тенкĕ çаратнă.
Тепĕр хут асăрхаттаратпăр, ун пек пĕлтерÿсене ан ĕненĕр. Курман-пĕлмен çын сыватаймасть сире, пулăшу тухтăртан ыйтмалла. Телефонпа ют çынна укçа куçарса пама ан васкăр. Инкек патне çитерекен утăма тăвиччен малтан çывăх çыннăрсем патне шăнкăравласа ыйтăр е кÿршĕсемпе канашласа пăхăр. Çакăн пек туни усăллăрах пулĕ.
Н. КОЛЕСНИКОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)