Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăха упрас ĕçе тимлерĕç

07 декабря 2020 г.

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикинче экологи сферинче «Экологи» наци проектне пурнăçлас, предпринимательсен прависене хÿтĕлес тата коррупцие хирĕç тăрас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи ĕç ушкăнĕн ларăвне ирттернĕ.

Канашлăва Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн прокурорĕн çумĕ А.Я. Гончарь видеоконференцçыхăну майĕпе ертсе пынă.

Канашлура Шупашкарти çутçанталăк сыхлавĕн прокуратурин, территори тата транспорт прокуратурин ĕçченĕсем, федераци тата регион органĕсен право сыхлавĕн представителĕсем хутшăннă.

Наци проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçланă чухне саккунсене пăхăнассине, предпринимательсен прависене хÿтĕлессине, производствăпа усă курассине, вăрманпа усă курассине, должноçри преступленисене хирĕç тăрассине тата ытти чылай ыйтусене пăхса тухнă.

Тавралăх хутлăхне сыхлас енĕпе саккунлăха çирĕплетес, патшалăх влаçĕн органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне ÿстерес, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне тимлес, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессине вăйлатас енĕпе палăртнă мерăсене пĕтĕмлетнĕ.

 

ПИРĔН КОРР.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика