Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç рынокĕнчи кăтартусем

07 декабря 2020 г.

Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва яланах тĕпчесе тăрать. Официаллă йĕркепе шута илнĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ кăçалхи чÿкĕн 30-мĕшĕнче 19 422 шутланнă. Ку кăтарту экономика тĕлĕшпе шута илекен активлă халăхăн ĕçсĕрлĕх шайĕн 3,2%,

Çакна палăртмалла, шута илекен ĕçсĕрлĕх шайĕ чи çÿл-ти пĕлтерĕшне çитнĕ хыççăн пĕр вĕçĕмсĕр чакса пырать. Çулталăк пуçламăшĕнчен пуçласа 33 086 çынна, çав шутра 463 сусăр çынна, ĕçе вырнаçтарнă, МРОТ методологийĕ енĕпе ĕçлекен пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ вăтамран 6,1% танлашнă. Ĕç рынокĕнчи коэффициенчĕ - 1,2 теçетке.

Хальхи вăхăтра республикăра пурăнакансем ĕçсĕр юлнине регистрацилеме «Раççей ĕçĕ» порталти хăйсен кабинечĕ урлă заявлени пама пултараççĕ. Граждансен резюме ярса пани çителĕклĕ, ĕçпе тивĕçтерекен службăн специалисчĕсем ытти сведенисене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелли майпа тĕрĕслеççĕ. Ĕçсĕрлĕх енĕпе пособи шутласа парасси электронлă майпа шута тăнă вăхăтран пуçласа 11 кунран кая юлмалла мар.

 ЧР Ĕç министерстви.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика