07 декабря 2020 г.
Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Санкт-Петербург хулинче «Чăваш Ен - пирĕн тăван кил» ятпа пирĕн ентешĕн Анатолий Рыбкинăн куравĕ уçăлнă. Картинăсен авторĕ ăна Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине халалланă. Курав раштавăн 25-мĕшĕччен пырать.
Анатолий Рыбкин – Чăваш республикин халăх художникĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ. Вăл пирĕн районти Ваçликасси ялĕнче çуралнă. Шупашкарти художество училищинче, Ленинградри И.Е. Репин ячĕллĕ живопись, скульптура тата архитектура институтĕнче вĕреннĕ.
Курав уçăлнă кун Анатолий Петровича Раççейри этнографи музейĕн, Санкт-Петербургри художество академийĕн, Вырăс православи чиркĕвĕн, Вырăс патшалăх музейĕн представителĕсем саламланă. Сăрă ăсти хăнасене малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарнă, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă, пухăннисене хавхаланупа аталану суннă.
Уйăха яхăн пыракан куравра Санкт-Петербургра пурăнакансем тата хула хăнисем сăрă ăстин ĕçĕсем урлă чăваш халăхĕн пурнăçĕпе, илемлĕ те пуян тавралăхĕпе паллашĕç.
Н. СЕМЕНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)