Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿсене палăртар, диктантра хутшăнар

07 декабря 2020 г.

Хальхи вăхăтра Раççейре, ытти çĕршывсенчи пекех, ЖКХ сферинче энерги перекетлесси тата энергетика тухăçлăхне ÿстересси çине уйрăмах тимлĕн пăхаççĕ. Çав хушăрах энерги упракан технологисене ĕçе кĕртни кăна мар, пурăнмалли фонд управленине лайăхлатни те пĕлтерĕшлĕ, çавăн пекех потребительсен çак темăпа яваплă хутшăнăвĕ те. Анчах та ку ыйтусене харпăрлăх хуçисем хутшăнни халлĕхе çителĕксĕрха. Energydict.ru сайтра Е-диктант иртет. Диктантăн тĕллевĕ - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи пĕлĕве энерги перекетлес ĕçе йĕркелесси, халăх хушшинче асăннă темăпа кăсăкланасси.

Диктанта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тăкакĕн культурине ÿстерме чĕнсе йĕркеленĕ. Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен «E-ДИКТАНТ» сайтра 2 тапхăрпа иртĕ. Пĕрремĕш тапхăр (суйласа илмелли тур) – 2020 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 13-мĕшĕччен кирек хăш вăхăтра та хăйĕн кабинетĕнче, иккĕмĕш тапхăр (финал турĕ) - 2020 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче тÿрĕ эфирта иртĕ.

Диктант заданийĕсене профиль эксперчĕсем туса хатĕрлеççĕ тата вĕсен шутне (50 ыйту кашни тапхăртах) ăшă тата электроэнерги, шыв экономикипе, çутçанталăк ресурсĕсемпе тухăçлă усă курассипе, тухăçлăх технологийĕсемпе усă курассипе çыхăннă темăсен 4 варианчĕ кĕрет. Хутшăну условийĕсем, 12 çулта е аслăрах пулмалла, energydict.ru сайтра регистрациленмелле. Хуравсене çапла хаклаççĕ: 1-30 ыйту - кашни тĕрĕс хуравшăн 1-шер балл, 31-40 ыйту - 3-шер балл, 41-50 ыйту - тĕрĕс хуравшăн 4-шар балл. Диктантăн иккĕмĕш тапхăрĕнчи баллсен чи пысăк хисепĕ - 100.

Пĕрремĕш тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 50 баллран кая мар илнĕскерсем, диктантăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕ иккĕмĕш тапхăрта чи нумай балл пухни шутланать. Çĕнтерÿçĕсене йĕркелÿçĕсен тата партнерсен дипломĕсемпе, хаклă парнисемпе чыслаççĕ. Хастарлăх кăтартса диктанта хутшăнма ыйтатпăр!

О. ОЛИВАНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика