Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ рейд ирттернĕ

07 декабря 2020 г.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи мобильлĕ ушкăнсен ĕçĕ маска режимне пăхăннине тĕрĕслес тĕллевпе малалла пырать.

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн çумĕнче йĕркеленĕ мобиллĕ ушкăн ĕçченĕсем суту-илÿ, спорт вĕренÿ объекчĕсенче маска режимне пăхăннине тĕрĕслеме рейд ирттерчĕç. Шел пулин те, профилактика мерисене пăхăнасси çине пурте яваплăхпа пăхмаççĕ. Иртнĕ тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2 акт çырса маска режимне пăсакансене палăртнă. Районти халăх пурăнакан вырăнсене коронавирус инфекцийĕ ан сарăлтăр тесе профилактика мерисене пăхăннине куллен тĕрĕслесе тăраççĕ.

Палăртса хăварар, Сĕнтĕрвăрри район больницин кăтартăвĕсем тăрăх, чирлисен шучĕ çулталăк пуçламăшĕнчен 132 çын шутланать, вĕсенчен 121-шĕ - сывалнă. Мобильлĕ ушкăн маска режимне пăхăннине тĕрĕсленĕ кăна мар, халăх пурăнакан вырăнсенче харпăр хăй хÿт-лĕхĕн мерисене тивĕçлĕн пурнăçламаллине граждансене аса илтернĕ. Роспот-ребнадзор требованийĕсене пăхăнманшăн бизнес хуçисем валли те, çăмăлттай çынсем валли те айăпламалли майсем пуррине асăрхаттарнă.

Сĕнтĕрвăрри районĕн хисеплĕ çыннисем! Сире транспортра, суту-илÿ объекчĕсенче тата ытти вырăнсенче маска тăхăнас йĕркене тытса тăма чĕнетпĕр! Коронавирус инфекцине сарăлма парар мар, профилактика мерисене пăхăнар.

Социаллă дистанцие тытса тăрăр тата дезинфекцилекен хатĕрсемпе усă курăр. Хăвăр сывлăхăра упрăр!

Д. НИКИФОРОВ.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика