Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атăл хĕррине тĕпрен юсаса çĕнетĕç

07 декабря 2020 г.

Виçĕмкун пирĕн районта Чăваш Республикин министрсен кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева пулчĕ. Рйонти краеведени музейĕнче çавра сĕтел иртрĕ.

Аса илтеретпĕр, пирĕн хулари Атăл хĕррине, çывăхри урамсене хăтлăрах тăвассине чÿк уйăхĕн тăваттăмĕшĕнчех анлăн сÿтсе явнăччĕ. Халĕ вара çав мероприяти пĕтĕмлетĕвĕсем пирки çавра сĕтел ирттерчĕç.

Унта çавăн пекех Шупашкар тата Чăваш Республикин митрополичĕ Савватий, республикăри хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Наталья Николаева, Сĕнтĕвăрри районĕн пуçлăхĕ Владимир Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев, Чăваш Республикин Обществăлла Палатин пайташĕ Этнер Егоров тата ытти хăнасем хутшăнчĕç.

Делегаци Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕнче тата Троицки соборта пулса курчĕ. Хулана хăтлăрах тумалли программăпа килĕшÿллĕн, асăннă чиркÿсене те юсаса çĕнетме палăртнă. Хăнасем экскурси программипе те паллашрĕç.

 

А. БОГОЯВЛЕНСКАЯ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика