07 декабря 2020 г.
Çак эрнере район администрацийĕнче семинар ирттернĕ. Унта хресченпе фермер хуçалăхĕсене патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен калаçнă.
Асăннă мероприятире «Агро-инновации» предприяти директорĕ Н. Васильев тата информаципе аналитика пайĕн пуçлăхĕ А. Петров тухса калаçнă. Вĕсем хресченпе фермер хуçалăхĕ йĕркелес тата аталантарас ĕçре грантсемпе усă курса патшалăхран пулăшу илме май пурри çинчен, грант укçине иличченхи тапхăр çинчен тата бизнес-проекта пурнăçа кĕтресси çинчен тĕплĕн ăнлантарнă.
Ку енĕпе килес çул «Агростартап» тата «Çемье ферми» юхăмсемпе патшалăх пулăшăвĕ илме май пулĕ.
Фермерсем умĕнче «Россельхозбанк» акционерлă обществăн республикăри уйрăмĕн микробизнес клиенчĕсемпе ĕçлекен пайăн пуçлăхĕн çумĕ О. Качимова банкри пулăшу мелĕсемпе паллаштарнă.
Ялхуçалăхĕнче халиччен патшалăх пулăшса пынă чи малашлăхлă та ÿсĕмлĕ ен вăл – ялхуçалăх потребителĕ-сен кооперативне туса хуни. Вĕсем пулăшу илме пултаракан грант 40 миллион тенке çитме пултарать. Кооператив пайташĕсем валли техника, оборудовани, выльăх-чĕрлĕх туяннă тăкакне компенсаци парса саплаштараççĕ т.ыт.те.
Семинар вăхăтĕнче хăнасем районти хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçисене кăсăклантаракан ыйтусем çине те хуравланă.
Н. СЕМЕНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)