Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваçликассинчи савăнăçлă пулăм

07 декабря 2020 г.

Иртнĕ ытларикун, раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ваçликасси ялĕнче юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ хыççăн çĕнелнĕ Культура çуртне уçрĕç. Çак мероприятие район пуçлăхĕ Владимир Петров, Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рена Кольцова, Хуракасси ял хутлăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, районти тата юнашар ялсенчи культура сферинчи ĕçченсем, ял-йыш хутшăнчĕç.

Каласа хăварас килет, пирĕн республикăра ялсене хăтлăрах тăвассишĕн, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшни куçкĕрет. Юлашки вăхăтра ялсен сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнса пырать. Сăмахран, районти хăш-пĕр кивелнĕ культура вучахĕсем «тумĕсене улăштарчĕç». Пирĕн ялăн Культура çурт-не Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш республикинчи халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» 2019 çулхи авăнăн 29-мĕшĕнче кăларнă 118-мĕш номерлĕ Указĕн йĕркипе юсаса çĕнетнĕ.

Юсав ĕçĕсене туса ирттерме Чăваш Республикин тата Сĕнтĕрвăрри районĕн бюджетĕнчен 2 миллион тенкĕ ытла уйăрса панă.

Уçă аукцион ирттернĕ кăтартусем тăрăх, юсав ĕçĕсене пурнăçлакан подрядчик «Миратон» тулли мар яваплă общество пулса тăнă. Вăл хăй умĕнчи тĕллеве туллин пурнăçланă: ĕçсене тĕплĕн тунă тата вăхăтра вĕçленĕ. Паянхи куна Культура çурчĕ аллă çын ытла йышăнма пултарать. Тултан пăхма та илемлĕ, шалта та халĕ çутă, ăшă. Кун пек çуртра ĕçлес килет.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте Культура çуртне пуçтарăнса ларчĕç. Район пуçлăхĕ Владимир Петров пурне те ырă пулăмпа саламларĕ, сывлăхпа хавхалану, ăнăçу сунчĕ. Пултарулăх ĕçĕ вăй илессе тата лайăхрах аталанасса шаннине пĕлтерчĕ.

Уяв концерчĕ куракансене илемĕпе, янăравлăхĕпе тыткăнларĕ. «Путене» ача-пăча фольклор ушкăнĕ халăх йăли-йĕрки çинче никĕсленнĕ «Кĕтÿре» инсценировкăна çав тери ăста кăтартса пачĕ. «Хĕлхем» тата «Хĕвел пайăрки» ташă ушкăнĕсем уява пухăннисене чăваш тата вырăс ташшисемпе савăнтарчĕç. Ваçликассисене хаваслă пулăмпа Нарат Чаккинчи «Шăнкăрав» фольклор коллективĕ те саламларĕ. Вăл шăрантарнă чăваш юррисем пурин чунне те çĕклерĕç.

Мероприятире ăшă сăмах калакансем, çак пулăма ырă хак паракансем чылай пулчĕç. Культура вучахне çĕнетсе паракансене Ваçликасси ялĕн депутачĕ тата хастарĕ Михаил Бакин чунтан тав турĕ.

Уява коронавирус сарăлассинчен сыхланмалли правилăсене пăхăнса ирттернĕ.

 

И. КУДРЯШОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика