30 ноября 2020 г.
«Турханкасси ялĕнчи чарăнăва пăхсан чун ыратать», - теççĕ ку ял çыннисем çеç мар, унтан иртсе çÿрекенсем те. Тĕрĕсрех каласан, сăмах чарăну павильонĕ çинчен пырать. Çак хитре ят ниепле те ун сăн-сăпачĕпе килĕшсе тăмасть. Вăл тахçанах тайăлнă, юлашки вăхăтра вара хыçалалла кайса ÿкес патнех çитнĕ. Çумăрлă е çиллĕ çанталăкра та çынсем унта кĕрсе тăма шикленеççĕ. «Кĕçех кайса ÿкет те ун çумĕнче вырнаçнă хуçалăхăн картине ишсе антарать, кама та пулин амантма та пултарать», - тет пăшăрханса ял халăхĕ. «Малтанах ăна тĕплĕ вырнаçтармарĕç», - терĕç ĕçĕ хăй вăхăтĕнче сăнанисем. Çакă пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан килпетсĕрлĕхе яваплă çынсем тата хăçанччен курмăш пулаççĕ-ши?
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)