Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çухрăм хыççăн çухрăм утать, ĕçне чунтан юратать

30 ноября 2020 г.

Анне - çепĕç, ырă чунлă, ачисемпе çемье ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан çын. Анчах та вăл хăйĕн тĕп тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне ĕçе те çÿрет, обществăлла пурнăçа та активлă хутшăнать. Çавăн пек хĕрарăм-аннесен шутне Карапаш ялĕнче пурăнакан Эльвира Африкановна ОЛИВАНОВА та кĕрет.

Эльвира Оливанова (Павлова) 1957 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шупка ялĕнче çуралнă. Павловсен çемьинче тăватă хĕр ÿснĕ, Эльвира иккĕмĕш пулнă. «Пуçламăш шкул хамăр ялтахчĕ вăл вăхăтра, тăватă класс çавăнта пĕтертĕм. Ялĕ пĕчĕк кăна пулсан та, пĕр класра вунултă ача вĕренеттĕмĕр. Пиллĕкĕмĕш класран пуçласа саккăрмĕш-чен Октябрьски ялĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ пухрăм. Кашни кун пилĕк çухрăм шкула çитиччен çуран утнă, уроксем вĕçленсен тăван яла васканă. Астăватăп, хĕлле питĕ сивĕ-ччĕ, тантăшсемпе çума-çумăн утаттăмăр, капла ăшăрах пек туйăнатчĕ», - каласа парать Эльвира.

Математика учителĕ Мария Евгеньевна хăйĕн предметне çав тери ăнланмалла, кăсăклă вĕрентни унра бухгалтер профессине алла илес ĕмĕт çуратнă. Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре вунă уйăхлăх курс йĕркеленине илтсен, сакăр класс пĕтернĕ хĕрупраç ним иккеленмесĕр çавăнта çул тытать. Анчах пĕр-ик уйăх вĕренсен, амăшĕ ыйтнипе, унăн яла таврăнма тивет. Пĕр вăхăт килĕнче пурăннă хыççăн вăл Шупашкарти чăлха-нуски фабрики çумĕнчи училищĕне вĕренме кĕрет, икĕ çул хушши фабрикăра вăй хурать. Килти лару-тăру Эльвирăна каллех тăван ялне таврăнма хистет. Октябрьскинчи пульницăра вăхăтлăха прачка кирлĕ тенине илтет çамрăк хĕр, унта ĕçлеме вырнаçать. Виçĕ çул иртсен сывлăх учрежденинче кастеляншăра вăй хунă хĕрарăм пенсине тухать, Эльвира ун вырăнне ĕçлеме тытăнать.

Юлташ хĕрĕн çуралнă кунне уявлама Карапаш ялĕнчен пĕр çамрăк каччă килет. Эльвирăпа Володя паллашаççĕ, çамрăксен хушшинче ăшă туйăмсем çуралаççĕ. 1983 çулта маттур та чипер каччăпа хĕр пĕрлешсе пĕр çемье чăмăртаççĕ, Карапаш ялĕнче пурăнма пуçлаççĕ. Больницăра ĕçлеме пăрахмасть хĕрарăм, инçе пулсан та кашни кунах Октябрьскине çÿрет. Кĕçех çемьере хĕрпĕрчи çуралать, вăхăт иртсен ывăл çуралнипе савăнать мăшăр. Катьăпа Сашăна пĕтĕм чун-хавалне парса ÿстереççĕ çамрăксем.

Çав вăхăтра Карапашри почта уйрăмне Эльвира Африкановнăна вăхăтлăха ĕçлеме чĕнеççĕ. «Çапла вара çулталăк çурă почта валеçрĕм. Каярахпа магазинта сутуçă, совхозра рабочи пулса ĕçлерĕм. Почта ĕçченĕсем отпуск вăхăтĕнче хăйсене улăштарма ыйтатчĕç те килĕшеттĕм. 2004 çултан вара тĕппипех почтальон ĕçне пикентĕм. Çапла вара пурнăç тăршшĕпех пота ĕçĕпе пурăнатăп. Пирĕн ертÿçĕ, Надежда Агатеева, почта уйрăмĕн ĕçне пĕлсе йĕркелет, пире хавхалантарса пырать. Нина Длинова поч-тальонпа иксĕмĕр пирĕн тăрăха кĕрекен тăватă ялти çынсене пичетленĕ продукципе тата тĕрлĕ таварпа тивĕçтеретпĕр. Ватă-вĕтĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлетпĕр, кашни килех килĕшекен хаçат-журнала вăхăтра илсе çитерме тăрăшатпăр», - пĕлтерчĕ нумай çул Карапашри çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракан почтальон.

Пушă вăхăтра маттур хĕрарăм выльăх-чĕрлĕхпе тăрмашать, пахча-çимĕç лартса ÿстерет, нуски-алсиш çыхать. Ачисем юратнă амăшне канмалли кунсенче хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Аня мăнукĕ вара хăйĕн чĕвĕлти чĕлхипе йăпатать кукамăшне. Çапла шăкăл-шăкăл калаçса, кунран кун тăрăхри çынсене хаçат-журналпа тивĕçтерсе хастар хĕрарăмăн вăхăчĕ сисĕнмесĕ-рех иртет.

 

О. ЕФРЕМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика