Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе тыл ветеранĕ – 90 çулта

30 ноября 2020 г.

Ăстакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те унтах пурăнакан ĕçпе тыл ветеранĕ Валентина Яковлевна АГЕЕВА чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.

Валентина Яковлевнăн ватлăх кунĕсем тикĕс иртеççĕ, анчах та ачалăхĕ пĕрре те çăмăл пулман. Унăн ашшĕ пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен йывăр аманса килнĕ, çамрăклах вилнĕ. Амăшĕ тăватă ачипе тăрса юлнă, ир пуçласа каçчен ырми-канми ĕçленĕ. 1941 çулта хаяр вăрçă пуçланни хĕрарăмсем çине пĕтĕм йывăрлăха тиенĕ, Валентина ачалăхне те «туртса илнĕ». Амăшĕпе аппăшне Киря поселокне окоп чавма илсе кайнă. Пĕчĕк пÿллĕ Валентина хăй те ача çеç пулнăха, çапах та киле икĕ шăллĕпе тăрса юлать. Вутă хутса апат пĕçерсе çитернĕ вăл хăйĕнчен пĕчĕкреххисене. Аякра вырнаçнă çырмари çăлтан кĕвентепе шыв йăтса ĕнине шăварнă. Çак мĕскĕн ачасене хĕрхенекен те тупăннă. Пĕррехинче ял пухăвĕнче пĕр çын ачасем хăйсем çеç юлни, пĕчĕкскерсем асап-ланни çинчен каланă. Çавăн хыççăн вара 16 çулхи Марье аппăшне киле янă.

Валентина тăваттăмĕш класс хыççăн малалла вĕренме кайман, аппăшĕ вара пачах та вĕренмен. Вĕсен пĕчĕклех ĕçе кÿленме тивнĕ. Кайран та уй-хирте, сад пахчинче, хăмла ÿстернĕ çĕрте ĕçленĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн тĕрлĕ медале тата «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçлĕ пулнă.

Кÿршĕ каччипе пĕрлешсе хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. 54 çул пĕрле пурăннă хыççăн мăшăрĕ ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. 13 çул вăл ывăлĕпе, кинĕпе пурăнать. Кăштах сывлăхĕ хавшанăран манкаласси те пулать унăн, анчах вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăç асĕнчен тухмасть. Ун çинчен хурланса каласа парать. «Уйра шăннă çĕрулми крахмалĕ пуçтарса пĕçернĕ икерчĕ темрен тутлăччĕ ун чух. Çапах та ун пек нушана тек курас марччĕ», - тет вăл. Пахчи хыçĕнчи никам çулман уйсене курсан та чунĕ ыратать унăн. Выльăх апачĕ пĕтсен, юр айĕнчен курăнакан кив курăксене вырса килсе ĕнине çитернине куççулĕсĕр аса илеймест. «Хĕл хырăмĕ аслă, выльăх апачĕ хатĕрлеме ан ÿркенĕр», -тесе вĕрентет ачисене.

Унăн халĕ 6 мăнук, 7 кĕçĕн мăнук. Вĕсем пурте юратнă асламăшĕ тата кукамăшĕ патне килсех çÿреççĕ. Ял-йыш та Валентина Яковлевнăна хисеплет, сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлет, уявсенче саламлать. Вăл уçă кăмăллă, тирпейлĕ, хăйне яланах лăпкă тытать. «Çынпа нихăçан та вăрçман, усал каламан. Мăшăра хирĕç чĕнсе, çилленсе çÿресе тарăхтарман, çавăнпа мана Турă вăрăм кун-çул панă», - тет кулкаласа. Кинне те çавнах вĕрентет.

Валентина Яковлевнăна сумлă юбилейпе Атăлçи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Архипов тата ялти вулавăш ĕçченĕ Инна Великанова ăшшăн саламларĕç. Малашнехи кунсене тулли кăмăлпа, çутă шанăçпа ирттерме çирĕп сывлăх, вăй-хал сунчĕç.

 

В. АГЕЕВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика