30 ноября 2020 г.
Раççей ял хуçалăх Министерствин оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх,Чăваш Республикин АПК предприятийĕсем 29,6 млн доллар продукцие экспортланă. Ку кăтарту 2019 çулхинчен 30 процент ытларах, кăçалхи çул палăртса хунинчен 18 процент ытларах тултарнă.
Чăваш Енрен аш-какай тата сĕт-çу продукцийĕ экспортланă: çу йывăççисен культурисем, кондитер изделийĕсем, çĕрулми, севок-сухан, алкоголь продукцийĕ тата ытти те. Кăçалтан пуçласа органикăллă продукци ют çĕршыва янă.
2020 çулта продукцие тĕнчери 35 çĕршыва ăсатнă. Чăваш продукцийĕн тĕп импортерĕсем: Китай ?50,9 %%, Белорусси (12,1 %), Германи (8,8 %), Украина (5,4 %), Казахстан (5,1 %) тата Азербайджан (3,2 %). Çавăн пекех кăçал сойăпа рапс производствине субсидилеме 7,8 млн тенкĕ уйăрнă.
О. СЛАВИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)