Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ

30 ноября 2020 г.

Пирĕн республикăра ĕçсĕр ларакан çынсен прависене хÿтĕлеме, ĕç тупса пама пур енлĕн тăрăшаççĕ.

Чăваш республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен служби пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çул пуçланнăранпа пирĕн республикăра ĕçсĕр ларакан, ĕç вырăнĕ тупассипе йывăрлăхсем туякан 607 çынна пулăшу панă.

Çулталăк пуçланнăранпа асăннă служба 433 организаципе 596 ĕç вырăнĕ хатĕрлеме килĕшÿ тунă. Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне палăртса хунинчен те ытларах – 607çын ĕçе вырнаçнă.

Вăл шутра Шупашкар хулинче 229 ĕç вырăнĕ тума организацисемпе 205 килĕшÿ тунă. Иртнĕ юнкун тĕлне 262 çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Н. СЕМЕНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика