30 ноября 2020 г.
Кăçал эпир пысăк уява - Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă турăмăр. Ку çул тата тепĕр çĕнĕ пулăмпа пуянланчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев чÿк уйăхĕн 26-мĕшне Чăваш тĕррин кунĕ тесе палăртрĕ.
Асăннă уява халалласа республика шайĕнче тĕрлĕ меропияти иртрĕ. Вĕсенчен чи паллăраххи чăваш тĕррипе илемлетнĕ ултă метрлă сурпан хатĕрлени пулчĕ. «Сурпан «ПĔРЛЕ» акцие пирĕн районти краеведени музейĕн ĕçченĕ Анна Брызгалова та хутшăнчĕ. Вăл тĕрлĕ эрешсемпе илемлетнĕ тĕрĕ ултă метрлă сурпанăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Эпир хамăр районти çакăн пек пултаруллă ăстасемпе мăнаçланатпăр.
Çак уява халалласа виçĕмкун, чÿкĕн 26-мĕшĕнче, Çичĕпÿрт ялĕнче район шайĕнчи мероприяти иртрĕ. Чăваш тĕррине мухтас, çамрăк ăрăва аваллăха упрама тата хисеплеме вĕрентес, авалтан сыхланса юлнă йăла-йĕркесене аталантарас тĕллевпе «Улах» ятлă фильм ÿкертĕмĕр. Унти ĕçсем Аслă Çĕнтерÿ хыççăнхи тапхăрта пулса иртеççĕ. Районти пултарулăх ушкăнĕсем улахри йăла-йĕркесене тĕплĕн сăнласа кăтартрĕç: хĕрсем улаха пуçтарăнни, алĕç туни, юрри-ташши, вăййи-шÿчĕсем тата тĕрлĕ-тĕрлĕ интереслĕ самантсем ÿкерĕнчĕç ку фильма. Тĕслĕхрен, улахран хĕр вăрланине витĕмлĕ те чăн пулнă пек кăтартса пама пултарчĕç вырăнти артистсем.
«Улаха» ÿкернĕ чух ялта халиччен упраннă XX-мĕш ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенчи пÿртсемпе тата кил картисемпе усă куртăмăр. Çичĕпÿртри Культура çурчĕн коридорĕ вара çав çулсенчи «пÿрт ăшчикки» пулса тăчĕ. Культура çуртĕнче тата вулавăшра упранакан этнографи экспоначĕсем «пÿрт ăшчиккине» тултарма вырăнлă пулчĕç.
Фильма ÿкерме Аксарин, Шĕнерпуç, Чăнкасси, Урхас Кушкă, Октябрьски, Сĕнтĕрпуç хутлăхĕсенчи культура ĕçченĕсем тата пултарулăх коллективĕсем хастар хутшăнчĕç.
Çак мероприятие йĕркелекенĕ, фильм ÿкерес шухăша пуçараканĕ Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Викторовна Матюшова пулчĕ. Оператор ĕçне пурнăçлаканĕсем - районти тĕп Культура çурчĕн ĕçченĕсем. Çапла вара, Çичĕпÿртре чăн-чăн чăваш уявĕ пулчĕ!
Мероприятие йĕркелекенсене те, хутшăнакансене те питĕ пысăк тав! Çĕнĕрен çуралнă уявра мăн асаттесен тапхăрĕнчи йăла-йĕркесене тепĕр хут аса илни, çав пуянлăха пулас ăрусем валли фильм урлă упраса хăварни паянхи куншăн калама çук паха.
А. НИКОЛАЕВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)