Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене инкекрен сыхлăр

23 ноября 2020 г.

Наркомани XXI ĕмĕрĕн мурĕ. Ку хăрушă чир аслисене те, çамрăксене те лекме пултарать. Çынсем наркомана тухнин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Пĕрисене усал çул çине тăма пĕр-пĕр ушкăн «пулăшать», теприсем вара пурнăçри йывăрлăхран пăрăнас тĕллевпе усă кураççĕ. Кирек мĕнле пулсан та, наркăмăшлă çăнăх хăйне пăхăнтарать. Пĕрре çаклансан чарăнма çук теççĕ тухтăрсем. Нумайăшĕ нимĕнле хăнăху та çук, кирек хăçан та чарăнма пултаратăп тесе шутлаççĕ пулмалла. Чылай чухне çак мура пула çамрăклах пурнăçран уйрăлаççĕ.

Ачана инкекрен çăлса хăварас тесен çывăх çыннисен пур енлĕн тăрăшмалла. Çамрăка наркотик авăрне кĕрсе ÿкме памалла мар, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентмелле. Ача-пăчана ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ яланах кирлĕ. Кун пек чухне вара унăн пĕлтерĕшĕ икĕ хут вăйланть. Кĕтмен çĕртен серепене çакланчĕ пулсан, чарăнма ÿкĕтлемелле, врачпа канашлама сĕнмелле.

Тĕпĕр сиенлĕ пулăма та шута илер.

Юлашки вăхăтра çĕнĕ ĕмĕрти Интернет ырлăхĕ хăрушлăх кăларса тăратнипе палăрать. Хальхи çамрăксем унта «пурăнаççĕ» тесен те йăнăш мар пулĕ. Каллех ашшĕ-амăшĕсене чĕнсе калас килет: ачасем компьютер умĕнче ларнă чух мĕнпе кăсăкланнине тĕрĕслеме ан манăр. Ачасене хăйсене мĕнле тытмалли правилăсене ăнлантармалла. Вĕсем чылай, эпир вара сире чи анлă сарăлнисемпе паллашма сĕнесшĕн.

1. Халиччен пĕлмен тата шанчăксăр сайтсене кĕме тăхтаса тăрăр.

2. Хăвăрăн пароле никама та ан пĕлтерĕр.

3. Интернетра мĕн курни-илтнине пурне те ан ĕненĕр.

4. Хăвăр çинчен калакан информацие (адрес, телефон, банк карттин, хваттер номерĕсем т. ыт. те) ют çынсене ан пĕлтерĕр.

5. Интернетра паллашнă туссем ултавлă пулма пултараççĕ. Вĕсемпе ахаль пурнăçра аслисемсĕр тĕл пулмалла мар.

 

Н. НАДЕЖДИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика