Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус туртма пăрахмалла

23 ноября 2020 г.

1977 çултанпах пĕтĕм çĕршывсенче çулсеренех Пĕтĕм тĕнчери пируссăр куна чÿк уйăхĕн виççĕмĕш кĕçнерникунĕнче паллă тăваççĕ. Ку мероприяти тĕллевĕ – пирус туртни сывлăхшăн тата обществăшăн сиенлĕ пулнине тимлĕх уйăрасси. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, тĕнчере кашни çул çак сăлтавпа 5 миллион çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать.

Пирус сиенĕ туртма пуçласанах тÿрех курăнмасть. Çавăнпа та нумайăшĕ чир вĕсене пырса çакланмасть тесе шутлаççĕ. Нимĕн те ыратман чухне сывлăх çинчен пачах та манса каяççĕ. Каярах çăмăллăнах пăрахатăп теççĕ ĕнтĕ.

Анчах та никотин питĕ ултавлă япала, туртмассерен организм ăна нумайрах та нумайрах ыйтма пуçлать. Темиçе сехет туртмасанах çынна тем çитмен пек туйăнать, çывăрайми пулать, тарăхма пуçлать. Черетлĕ пирус туртса яни кăна лăпланма пулăшать. Пăрахма питĕ йывăр.

Хура тĕтĕм танатине лекнисен ÿпке ракĕ, чĕрепе юн тымарĕн, вар-хырăм чирĕсем пуçланса каяççĕ.

Табак кăларакан компанисем те, туртакансен шучĕ ан чактăр тесе, тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ: электронлă сигаретсем, вейпсем туса кăларса сутма пуçларĕç. Кун пек сигаретсем сиенлĕ мар тени реклама утăмĕ кăна. Пирусра та, электронлă сигаретсен шĕвеккинче те пĕр никотинах, вăл çын организмне çакланса пĕр пекех сиен кÿрет. Кăçал, юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче, çĕнĕ саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, асăннă хатĕрсене обществăллă вырăнсенче, Интернет урлă сутма чарнă. Вĕсене рекламăлас тĕллевпе киосксемпе лавккасенчи çÿлĕксем çине курăнмалла хума юрамасть. Çак чарусене халăх сывлăхне сыхласа хăварассишĕн йышăннă.

Пирус туртакансем хура тĕтĕм серепинчен хăтăласса шанас килет. Сиенсĕр сигаретсем çуккине яланах асра тытмалла. Сывлăха укçа парса илме çук, çавăнпа кашни çыннăн хăйĕн ăна упрама тăрăшмалла.

 

Е. ЕГОРОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика