Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кĕнекепе паллашрăмăр

23 ноября 2020 г.

Кăçалхи çул Чăваш Автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул тата Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнипе паллă. Уплер ялĕнче пурăнакан Галина Арсентьевна ПЕТРОВА çав пысăк та паллă пулăмсене халалласа кĕнеке кăларчĕ. Çак эрнере Уплер ялĕнче «Манăçа тухмаççĕ иртнисем» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова, ветерансем, ял çыннисем хутшăнчĕç.

Петрова Галина Арсентьевна Çĕрпÿ районĕнчи Çуткасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Патăрьелте выльăх тухтăрĕ пулма вĕреннĕ хĕр Шуршăл ялне ĕçлеме килет, кунта хăйĕн шăпине тупать. Николай Петровпа çемье çавăраççĕ, ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ.

Галина Арсентьевна пултарулăх çулĕ çине 2015 çулта сăвăсемпе тухнă. Авторăн пĕрремĕш кĕнеки 2017 çулта «Аманнă турат» ятпа пичетленнĕ. Ачалăх, шкулта вĕреннĕ çулсем, çамрăклăх, атте-анне, тăванлăх, тăван тавралăх илемĕ – авторăн чунне çывăх темăсем. Сăввисем тарăн шухăшлă, çăмăллăн вуланаççĕ, хăш-пĕр сăввисене юрра та хывнă.

Кăçал вара эпир унăн «Манăçа тухмаççĕ иртнисем» çĕнĕ кĕнекине алла тытрăмăр. Унта сăвăсем, очерксем, ял историне, вăрçă çулĕсенче хĕн-асап тÿснĕ çынсен кун-çулне сăнлакан тĕрленчĕксем кĕнĕ. Çĕнĕ кĕнекен пĕр пайĕнче автор Уплерти кирпĕч завочĕ çинчен çырнă.

Мероприятие хăй вăхăтĕнче кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ ветерансем Михаил Яковлев, Василий Федоров, Антонина Егорова, Людмила Федорова, Вениамин Владимиров, Николай Петров, Виталий Егоров та хутшăнчĕç. Хăйсем курни-тÿснине каласа пачĕç.

«Эпĕ унта 1938 çултанпа ĕçленĕ. Хам ун чухне вуннăра çеç пулнă. Шкултан килсен ытти ачасемпе кирпĕч йăтма васкаттăм. 5-6 чĕрĕ кирпĕче çурăм хыçне майласа çыхаттăмăр, хĕртмелли кăмака патне çырмаран сăрталла тапаланса хăпараттăмăр. Сăрчĕ чăнкăччĕ. Урхас Кушкă чиркĕвне те çакăнти кирпĕчпе купаланă текен халап çÿрет. Пĕчĕкренех эпĕ лайăх аталаннă, яштак пулнă. Тен, çавăнпа мана 15 çултах вăрçăна илсе карĕç. 1944 çулта киле таврăнтăм, 1949 çулччен кирпĕч заводĕнче ĕçлерĕм. Ун хыççăн 3 çул та 5 уйăх службăра тăнă. Таврăнсан каллех завода вырнаçрăм», - аса илет Михаил Яковлев.

Кĕнеке презентацийĕ хыççăн ветерансем, журналистсем кирпĕч завочĕ пулнă вырăна кайса курчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче ку заводăн тÿпи çав тери пысăк пулнине палăртрĕ Елизавета Матюшова. Завод кирпĕчĕсенчен вăл вăхăтра районти ялсенче пекарнясем тунă. Унта пĕçернĕ çăкăрпа окоп чавакансене çитернĕ. Кăпăш çăкăр çынсене выçăпа антăхасран çăлнă.

А. КУЗЬМИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика