23 ноября 2020 г.
Ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Канаш районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Унта ертÿçĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче çĕнĕ условисемпе паллашнă, халăхпа курнăçнă. Ку сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче куллен 836 çын хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерсе тăма пултарать.
Çĕнĕ медпункта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсемпе пуянлатнă. Фельдшерпа акушер пунктне интернетпа çыхăнтарнă, анчах çыхăну пахалăхĕ тепĕр чухне япăхланни сисĕнет тенĕ кунти специалистсем. Медицина ĕçченĕсемпе калаçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян социаллă объектсене пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа çыхăнтарассипе специалистсем хастар ĕçлени çинчен каласа панă. Олег Николаев ФАПра эмелсене пăхса тухнă, анлă ассортимент пуррипе çуккине хакланă.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районта тата икĕ ФАП уçма тĕллев лартнă. 2020 çулта Канаш, Елчĕк тата Пăрачкав районĕсенче 5 фельдшерпа акушер пункчĕ уçнă. Унсăр пуçне Патăрьел, Етĕрне тата Шупашкар районĕсенче сиплев учрежденийĕсен строительство ĕçĕсем пыраççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене проектлас тата тĕпрен юсас енĕпе канашлу ирттернĕ. Кăçал республика бюджетĕнчен 44 медицина организацине тĕпрен юсама 889,7 млн. укçа-тенкĕ уйăрнă «Кăçал пуçланă ĕçе малалла тăсăпăр. Эпир социаллă пурнăçпа культура сферин мĕнпур объекчĕсене тĕпрен тирпей-илем кĕртме план тунă. Сывлăх сыхлавĕн отраслĕсене наци проекчĕн тĕллевĕсемпе килĕшÿллĕн çитес пилĕк çулта çĕнетсе хальхи стандарт патне илсе çитересси – тĕп приоритетсенчен пĕри», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Мĕнпур çитменлĕхсене пĕтермелле тесе çирĕплетнĕ вăл. Олег Николаев республикăра пĕтĕм строительство ĕçĕсен пĕрлештернĕ процесне хута янине аса илтернĕ. Сывлăх сыхлав объекчĕсене тĕпрен юсас тата юсаса çĕнетес енĕпе те ку майпа ĕçлеме пуçласа уçса панă.
Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех нумай функциллĕ çĕнĕ медицина центрĕсем регионта хута яма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. 2021–2025 çулсенче 103 фельдшерпа акушер пункчĕ, 19 врач амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 9 уйрăмне туса лартма палăртнă. Республика бюджетĕнчен пысăк финанс пулăшăвне пула 2021 çулта сывлăх сыхлавĕн 26 учрежденийĕнче 658,6 миллион тенкĕлĕх тĕпрен юсав ĕçĕсем иртĕç. Чăваш Ен Финанс министерствине сывлăх сыхлавĕн 40 учрежденине тĕпрен юсама 1,2 млрд хушма укçа-тенкĕ ыйтса заявка тăратнă Палăртса хăваратпăр, Сĕнтĕрвăрри районĕнче 2019 çулта икĕ ялта çĕнĕ сывлăх сыхлав учрежденийĕ уçăлнă. Ăстакасси ялĕнче вырнаçнă фельдшерпа акушер пунктĕнче Зоя Андрианова вăй хурать. Вăл Атăлçи хутлăхне кĕрекен ялсене тимлесе тăрать. Район Пухăвĕн депутачĕ - ялти вулавăш ертÿçи Инна Великанова каланă тăрăх, сывлăх учрежденине халăх тăтăшах çÿрет. «Ялти фельдшер эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплет. Çавна ватăсем те, çамрăксем те аван туяççĕ. Çакăн пек хăтлă та ăшă фельдшерпа акушер çурчĕсем районта ытларах çĕкленччĕр. Ял çыннине вырăнтах пулăшу пама май пурри çав тери пĕлтерĕшлĕ»,- терĕ Инна Петровна.
О. ОЛИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)