23 ноября 2020 г.
Ял хуçалăх производствин ÿсĕмĕ - выльăх-чĕрлĕх пăхакансен професси ăсталăхĕн тĕп кăтартăвĕ. Сивĕ тапхăрта выльăхсене ăшăра, тутă усрама кирлĕ условисем туса парасси - сĕтпе аш-какай производствине ăнăçлă аталантарассин никĕсĕ. Выльăх пăхакансем конструкцисене çĕнетесси, оборудование хатĕрлесси, апат хатĕрлесси, çавăн пекех пÿлĕмсене тасатасси, шуратасси-сăрласси тата дезинфекци тăвасси çине уйрăмах тимлĕн пăхаççĕ.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе тата хресченпе фермер хуçалăхĕсем кăçалхи 9 уйăх хушшинче пурнăçланă производство кăтартăвĕсене палăртар. Çапла, районти хуçалăхсем 9265 тонна сĕт, аш – 852,1 тонна хатĕрленĕ. Ĕнесен вăтам тухăçлăхĕ 3609 кг яхăн, ку вăл пĕлтĕрхи кăтартуран 107 кг ытларах.
Сĕт хатĕрлессипе районта «Смак-Агро» ООО малта çирĕп тăрать, 9 уйăхра хуçалăхра 2000 тонна сĕт туса хатĕрленĕ. Ĕнесен продуктивлăхĕ 6496 кг шутланать.
Пысăк тухăçлăх - 3900 ытла кг - А. Григорьев, А. Федоров, А. Кузнецов, А. Алексеев, Н. Клементьев хуçалăхĕнче. Çитес хĕл тĕлне выльăх-чĕрлĕх 25 пÿлĕмне явăçтарнă, вĕсенче 2774 шултра мăйракаллă выльăх пулмалла.
Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Ф. Зейнетдинов, ертсе пыракан специалист – эксперчĕ Е. Семячкина тата «Сĕнтĕрвăрри районĕнчи выльăхчĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци» бюджет учрежденийĕн ертÿçи В. Уланкова выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕл каçма тата апат-çимĕçпе тивĕçтерме хатĕр пулнине мониторинг туса ирттернĕ. Комисси фермăсенче техникăпа оборудовани юсавлă пулнине, тислĕк тасатмалли механизмсен ĕçне те тивĕçлĕ йĕркеленине кăтартса панă. Çавăн пекех пÿлĕмсене тасатас тата шуратас ĕçе йĕркеллĕ пурнăçланă. Ерекен чир-чĕр сарăлас хăрушлăх çуккине палăртнă.
Вăтамран районта пĕр ĕне пуçне 28,6 центнер апат хатĕрленĕ. Хуçалăхсем 3928 тонна утă, 7649 тонна сенаж, 19760 тонна силос хатĕрленĕ.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)