Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăка тасалăхра упрар

16 ноября 2020 г.

Чÿк уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕ экологи диктантне йĕркелесе ирттерет. Кăçал ăна каяшсене иккĕмĕш хут тирпейлемелли кун çумне çирĕплетнĕ.

Халăхăн тĕрлĕ сийĕ хушшинче экологи пĕлĕвне тĕпчес, çутçанталăк пуянлăхĕсене упраса хăварас ĕçе анлăн сарас тĕллевсемпе иртет асăннă диктант. Çавăн пекех экологи хăрушсăрлăхне сиен кÿрекенсем пирки асăрхаттарассипе те çыхăннă вĕсем.

Çутçанталăк хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ тĕлĕшпе хатĕрленĕ видеороликсем диктант çырма пулăшĕç. Вĕсем экодиктант.рус. интернет- порталта вырнаçнă. Унтах тĕрлĕ сервиссемпе усă курса диктант çырнин кăтартăвĕсене тата хутшăнни çинчен е çĕтерÿçĕ пулнине çирĕплетекен сертификатсем ыйтса çырма пулать. Аса илтерер, ĕç-пуç офлайн тата онлайн форматпа иртĕ. Çĕнтерÿçĕсене йышăннă баллсене шута илсе палăртĕç.

Диктант çырма кăмăл тăвакансене ăнăçу сунатпăр!

 

О. СЛАВИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика