16 ноября 2020 г.
Чăваш Енре васкавлă пулăшу паракан бригадăсене планшетсемпе тивĕçтерес ĕç 2017 çулта пуçланнă. Чирлĕ çынсем патне тухса çÿрекен кашни бригадăна çĕнĕ йышши оборудованипе 2019 çул вĕçне тивĕçтернĕ.
Нумаях пулмасть «Сывлăх сыхлавĕ» нацпроектăн «Медицина сферинчи патшалăх информаци тытăмĕнче пĕрлĕхлĕ цифра контурĕ йĕркелесси» регион программин ĕç-хĕлне пурнăçласа республикăри синкерлĕ медицина тата васкавлă пулăшу памалли центрне 27 планшет килсе çитнĕ. Хальхи тивĕçтерÿ ĕç вырăнĕсене автоматизацилес йĕркепе пулса иртнĕ.
Пулăшу ыйтса чĕннине регистрацилеме планшетсемпе çав тери меллĕ. Асăннă гаджетсем республикăри тĕп информаци тытăмĕпе тата тивĕçлĕ медицина стаховани фончĕпе пĕрлешсе тăраççĕ. Çавна май пулăшу ыйтаканĕ хăйĕн хушамачĕ-пе ятне, хăçан çуралнине каласанах чĕнÿ картти çинче унăн паспорт даннăйĕсем, СНИЛС тата страхланă полис номерĕсем палăрĕç. Карас телефон номерĕпе калаçу вăхăчĕ те çавăнтах упранса юлĕç. Çак хальхи çĕнĕ технологиллĕ мелсемпе усă курса васкавлă пулăшу бригади чирлĕ çын патне кĕске вăхăтрах çитĕ.
Çынсен сывлăхне сиплес йĕркене çĕнĕ технологипе усă курса меллĕрех тăвасси регион программинче курăмлă палăрса тăрать.
О. СЛАВИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)