16 ноября 2020 г.
Чăваш чĕлхинче «анне» сăмахран чи çепĕççи те чуна çывăххи çук пулĕ. Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă та çывăх вăл! Çут тĕнче кăтартнă амăшĕсене кашниех ырă сăмах каласа савăнтарать.
Елена Николаевна Журавлева Хуракасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан çамрăк хĕр Сĕнтĕрвăрри райповĕнчи лавкаçсем вĕрентсе кăларакан шкулта ăс пухать. 1982 çулта çамрăк хĕрупраç тăван ялĕнче лавккаçра ĕçлеме пуçлать. Ваçликасси ялне качча тухсан 1988 çулта кунти лавккана ĕçлеме куçать. Райпо ертÿçисем маттур çынна асăрхаççĕ, унăн хастарлăхне тата тÿрĕлĕхне кура 1990 çулта Елена Николаевнăна заведующине куçараççĕ.
Нумай çул иртрĕ ĕнтĕ унтанпа. Елена Журавлева паянхи кун та çак вырăнтах ĕçлет. Юлашки 18 çул хушшинче вĕсем Альбина Анисимовăпа пĕрле пĕр-пĕрне шанса, пулăшса пырса ĕçлеççĕ. Вĕсем ялти сумлă çынсем. Пуринпе те калаçма пĕлеççĕ, хăйсем ĕçлекен лавккара ял çыннисене мĕн кирлипе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Суту-илÿ çуртĕнче ялан типтерлĕхпе ăшпиллĕх хуçаланать.
Октябрьски райповĕн ертÿçи Радим Почемов коллектив çинчен ырă сăмахсем кăна калать. Сутуçăсем тăрăшнипе тавар çаврăнăшĕн кăтартăвĕ çÿллĕ шайра тытăнса тăрать. Елена Николаевнăн ĕç стажĕ - 38 çул. Унăн ĕçне Октябрьски райповĕ тимсĕр хăварман, тĕрлĕ хисеп хучĕ-сем парса чысланă. Вĕсен хушшинче Елена Журавлевăн «Раççейри потребитель кооперацийĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» тата «Потребитель кооперацийĕнче 30 çул айăпсăр ĕçленĕшĕн» хисеплĕ паллăсем.
Елена Николаевна мăшăрĕпе пĕр ывăл çуратса ура çине тăратнă. Шел пулин те, унăн упăшки вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ывăлĕ хăйĕн çемйипе Шупашкар хулинче пурăнать. Канмалли кунсенче вĕсем хăйсен пилĕк çулхи ывăлĕпе амăшĕ, асламăшĕ патне васкаççĕ. Елена Николаевна юратнă çыннисене тутлă кукăль пĕçерсе кĕтсе илет, мăнукĕпе калаçса чунтан киленет.
И. НИКИТИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)