Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенсем - çул çинчи хăрушсăрлăхшăн

16 ноября 2020 г.

Районти вĕрентÿ организацийĕсем хшшинче иртекен «Эпир - çул çинчи хăрушсăрлăхшăн» флешмобсен конкурсĕ пĕр уйăха пычĕ. Çак кунсенче унăн пĕтĕмлетĕвĕсене турĕç.

Ăна ачасем çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине анлă сарас, хăрушсăрлăх ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăрас, çамрăксен хушшинче йăлана кĕнĕ флешмоб мелĕпе усă курса асăннă правилăсене тытса пыма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Çавна май мероприятие хутшăнакансем хăрушсăрлăх темипе видеороликсем хатĕрлесе конкурса тăратнă. Хăйсем куçăммăн тĕл пулман. Çапла тума анлă сарăлнă коронавирус чирĕ хистенĕ.

Жюри пайташĕсен йышĕнче районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата районти çул çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕпе полици пайĕсен ĕçченĕсем пулнă.

Конкурса тăратнă ĕçсене çак критерисемпе хакланă: хăйнеевĕрлĕх, пĕр пек тум, çул çинче çÿремелли правилăсен курăмлă атрибучĕсемпе усă курни, флешмоб йĕркисене тытса пыни.

Куçăмсăр конкурсра «Радуга» тата «Аленушка» ача сачĕсем, Шĕнерпуçĕнчи пуçламăш тата хулари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем, пĕрремĕш номерлĕ гимнази тата технологи техникумĕ тăратнă видеороликсем çÿлерех асăннă критерисене кирлĕ шайра тивĕçтернĕ. Çавна май ку командăсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăнă. Вĕсем грамотăсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.

 

Д. КАМБУЛОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика