16 ноября 2020 г.
Çурла уйăхĕнче Раççейри строительство министерстви хула таврашне хăтлă тумалли проектсен Пĕтĕм Раççейри тăваттăмĕш конкурсне пĕтĕмлетнĕччĕ. Çĕнтерÿçĕсен йышне Сĕнтĕрвăрри хули хутлăхĕн администрацийĕ те кĕнĕ. Çавна май хулана хăтлăрах тума хушма укçа уйăрса парĕç.
Кун пирки Чăваш Республикин строительство, архитерктура тата пурăнмали çуртпа коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Патшалăх программине çакнашкал улшăну кртессине иртнĕ юнкун Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче йышăннă. Асăннă ларăвăн протоколĕпе килĕшÿллĕн, 2021 çулта хулана хăтлăрах тумалли проекта пурнăçа кĕртме пирĕн Сĕнтĕрвăррине 50 миллион тенкĕ килĕ.
Н. КОЛЕСНИКОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)