16 ноября 2020 г.
Иртнĕ ытларикун Чăваш республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе тĕл пулнă.
Унта хутшăннисем 2020 çулхи республика хыснине тĕрĕслетÿ кÿртнине, 2021 çулхи тата 2022, 2023 çулсене планланă тапхăрти виçесене сÿтсе яврĕç.
Олег Николаев палăртнă тăрăх, 2021 çулхи хыснан тăкакĕсене, кăçалхипе танлаштарсан, 9 млрд тенкĕ ытларах ÿстерсе хывнă. Укçа-тенкĕн пысăкрах пайне халăха социаллă пулăшу памалли тĕрлĕ енсене яма пăхса хунă: сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, территорисене тирпей-илем кĕртесси, коммуналлă тытăма çĕнетесси (çав шутрах пĕчĕк хуласене шывпа, газпа, ăшăпа тивĕçтересси).
Çавăн пекех вак тата вăтам бизнеса пулăшмалли, республикăн инвестици вăй-хăватне аталантармалли майсене пурнăçа кĕртмешкĕн сахал мар укçа-тенкĕ пăхса хунă.
Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков 2020 çулхи хыснан улшăнăвĕсем çинчен тата 2021-2023 çулсене палăртнă хысна проекчĕ çинчен тĕплĕн каласа панă. Министр палăртнă тăрăх, коронавирус пандемийĕпе кĕрешесси, республика экономики, халăха ĕçпе тивĕçтерессипе граждансен тупăшĕ, наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси малти вырăнта пулĕç.
Патшалăх Канашĕн ертÿçи Альбина Егорова республика хысни çинчен калакан саккун проектне Патшалăх Канашне тăратнине, унпа ĕçлес енĕпе «çул картти» хатĕрленине пĕлтернĕ.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин 2021 çулхи тата 2022, 2023 çулсене планланă тапхăрти республика хыснин проектне Патшалăх Канашĕ чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирттерекен ларăвĕнче пăхса тухĕ.
Н. СЕМЕНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)