09 ноября 2020 г.
Сĕнтĕрвăрри хули пĕчĕк хуласене тата истори енчен кăсăклă вырăнсене аталантарас енĕпе хатĕрленĕ проектпа Раççей шайĕнче иртнĕ тупăшура çĕнтернĕ. Проектпа килĕшÿллĕн, хулан истори объекчĕсемпе пуян пайне тĕпрен улăштармалла. Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ ĕç пуçличчен йĕркелÿçĕсем халăхăн шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлес тĕллев лартнă.
Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрринчи «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕнче иртнĕ уçă калаçăва республикăран тата районсенчен çитнĕ усламçăсем, республикăри тата кÿршĕ регионти архитекторсемпе дизайнерсем, район тата ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем, культура ĕçченĕсемпе хула çыннисем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ лапамсене пайланса кашниех хăйĕн шухăшне палăртма пултарчĕ.
Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан Елена Уточкина усламçă çыранта ал ĕç ăстисем валли хăйсен продукцине сутма ятарлă вырăн палăртса хăвармалли çинчен каларĕ. Туристсем йышлăн килнĕ вăхăтра вĕсем пĕр кĕтесрен тепĕр кĕтесе «ăçта вырнаçас-ши» тесе ан çÿреччĕр. «Хула тата район аталанăвне тÿпе хывнă паллă çынсен палăкĕсем пулсан та кăмăллă пулĕччĕ, мухтавлă паттăр Андриян Николаев космонавт- летчике те манар мар. Музей комплексне аталантарассине асăннă концепцинче шута илмелле»,- терĕç анлă калаçăва хутшăннисем. Сĕнтĕрвăрринчи Хусан Турă Амăшĕн турăшĕсене чысланă Храм настоятелĕ Георгий Черашкин протоирей çыран хĕррине çĕнетмелли программăра чиркÿне хăтлăх кĕртмелли ĕçе те палăртса хăвармалла тесе сĕнчĕ.
«Ĕмĕрсене пĕрлештерекен çул...» проектпа çыхăнман ыйтусем те янăрарĕç. Вĕсем — тахçантанпах пуçтарăнса пынисем: «Патша тăвĕ» лапамне тирпей-илем кĕртесси, çăмăл машинăсем чарăнмалли парковка тăвасси, Шупашкартан килекен автобус маршручĕсене йĕркелесси тата ытти те.
Кăсăклă калаçăва йĕркелекенсем тата хутшăнакансем çапла майпа тĕл пулса хулан пуласлăхне сÿтсе-явни – пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çакна Чăваш Республикин обществăлла палатăн пайташĕ Этнер Егоров та çирĕплетсе каларĕ. «Чăваш автономийĕ 100 çул тата Сĕнтĕрвăрри хули 400 çул тултарнине шута илсе ку майпа йĕркеленĕ калаçăвăн пĕлтерĕшĕ çÿллĕ шая хăпарчĕ. Пĕрле шутласа пĕрле сÿтсе-явни – хулан пуласлăхĕшĕн яваплăх туйни»,- терĕ Этнер Николаевич.
«Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе общество вырăнĕсене аталантарма май паракан проектсен пĕрлехи ĕçне çакăн пек форматпа йĕркелеме сĕнет. Пирĕн халăх шухăш-кăмăлне шута илмелле. Çавăн пекех çамрăксем хула пуласлăхне епле курнине те тĕпе хумалла. Хусан архитекторĕсене ахальтен мар йыхравларăмăр. Пирĕн çамрăк архитекторсем вĕсен ĕçне курса вĕренччĕр. Пурин сĕнĕвĕсене те пухăпăр та концепци пирки тĕплĕн калаçăпăр. Унта усламçăсен, общество апатланăвĕн, музей ĕçченĕсен, туристсен, çамрăксен шухăшне шута илĕпĕр», — терĕ анлă калаçăва пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)