Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тĕррин Кунĕ тĕлне ултă метрлă сурпан тĕрлеççĕ

09 ноября 2020 г.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн Министерстви пулăшнипе Чăваш тĕррин музейĕ тата «Паха тĕрĕ» тулли мар яваплă общество «Сурпан» ПĔРЛЕ» акци йĕркелет.

Акци тупсăмĕ - Республикăри хуласемпе районсенчи тĕрĕ тĕрлекен ăстасен вăйĕпе сурпан йĕркелесси тата Чăваш Енри тĕрĕ тĕрлекенсен ăсталăхне чăваш тĕррин Кунне уявланă ятпа иртермелли савăнăçлă мероприятисенче чаплăн кăтартасси. Акци Чăваш Республикин халăхне пĕрлехи культура талккăшне пĕрлештерес, чăваш тĕррине халăх хушшинче йĕркелес тата çитĕнекен ăрăва йăлана кĕнĕ халăх искусствине тимлеме явăçтарас, çавăн пекех Республикăра кăçал пĕрремĕш хут ирттерекен Чăваш тĕррин Кунĕн уяв статусне ÿстерес тĕллевпе иртет. Аса илтеретпĕр, чăваш тĕррин сайра йышши культура еткерлĕхне упраса хăварас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе Чăваш тĕррин Кунĕ йĕркеленĕ. Уява кашни çулах чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирттерме йышăннă.

Ĕçе хутшăнакансем Чăваш Республикинчи хуласемпе районсенчи тĕрĕ ăстисем пулĕç, шăпах вĕсен аллисем сурпана илемлетекен тĕрĕ тĕрлĕç. Республикăри кашни хулапа районтах акци шайĕнче сурпанăн икĕ кĕтесĕ валли вырăнти майпа тĕрĕ тĕрлĕç, «Паха тĕрĕ» тулли мар яваплă общество маçтăрĕсем вара «ПĔРЛЕ» логотиппа тата Чăваш Рес-публикин автономийĕн 100 çулне халалланă символикăпа сурпанăн икĕ вĕçне тĕрлĕç. Хатĕр сурпана хĕрлĕ каймапа çыпăçтарĕç. «Сурпан»ПĔРЛЕ» акцин хатĕр сурпанне чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш тĕррин Кунне уявланă мероприятисенче кăтартмалла.

И. ПЕТРОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика