09 ноября 2020 г.
Хуракасси шкулĕнче 59 çул каялла пулса иртнĕ синкерлĕ пулăм паян та манăçмасть. Çулсеренех пушарта вилнĕ ачасемпе вĕрентекенсене халалласа асăну митингĕ иртет. Виçĕмкун çак хурлăхлă пулăм тепĕр хут çынсене çунса кайнă шкул вырăнĕнче лартнă «Вĕршĕнсем. Татăлнă вĕçев» палăк умне пуçтарчĕ.
Тухса калаçакансем пушарта вилнĕ 106 ачан тата 4 вĕрентекенĕн ячĕсене яланлăхах асра упраннине, çакăн пек хăрушла пулăм сиксе тухасран пур енлĕн сыхланмаллине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕппĕн пăхăнмаллине палăртрĕç.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А.Г. Аксаков тăванла масар территорине хăтлăрах тума ял хутлăхĕнче пурăнакансене пулăшма хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. Пурте пĕрле кар тăрсан çак ĕç çăмăллăнах пурнăçланасса шанать вăл. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев та ку енĕпе тăрашса ĕçлемеллине, ĕçе вăраха тăсмасăр пуçăнмаллине каларĕ.
Хуракасси ялĕнче пурăнакан А.М. Гаврилов асăннă синкерлĕ куна лайăх астăвать. Вут-çулăмран çăлăнса юлнисен ячĕпе вăл ял хутлăхĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсене пысăк та ырă ĕçшĕн тав турĕ.
Митингра çавăн пекех Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р. Кольцова, 34-мĕш пушарпа çăлав пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Рябчиков, Нарат Чакки чиркĕвĕн настоятелĕ Валерий атте тухса калаçрĕç.
Мероприятире пушарта вилнисене ятран асăнчĕç, çуртасем çутрĕç, пĕр минут шăппăн тăчĕç. Унтан палăк умне чечек кăшăлĕсем, чĕрĕ чечексем хучĕç.
Асăну кунĕ тĕлне шкулта ÿкерчĕксен тата пушар темипе тунă ал ĕçĕсен куравне хатĕрленĕ. Синкерлĕ пулăм çинчен çырса кăтартнă хаçатри статьясемпе, кĕнекесемпе паллашма пултарчĕç пухăннисем.
Пушар хăрушсăрлăхне кунсерен тимлĕх уйăрасчĕ. Çын пурнăçне илсе каякан пулăмсенчен пур енлĕн сыхланасчĕ. Шкулсенче ачасен хаваслă сасси янăратăр.
Л. СЫНКОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)