09 ноября 2020 г.
Тăван çĕршыв Аслă вăрçи вăхăтĕнче çитĕннĕ çынсен пурнăçĕ пурин те пĕр евĕрлĕ темелле - йывăр та тумхахлă. Чуна ыраттаркан хурлăхлă çулсем Турханкасси ялĕнче пурăнакан Александра Андреевна КРАСНОВА ачалăхĕнче те тарăн йĕр хăварнă. Вĕсем 88 çулхи Саня аппан асĕнче паянхи кун та упранаççĕ.
Александра Андреевна 1932 çулта Турханкассинчех çуралнă. Ялти шкулта вăл 7 класс çеç вĕреннĕ, амăшĕ вилсен пăрахма тивнĕ. Пĕрмай çип пĕтĕрнĕ, сÿс арланă. Кантăрне татса типĕтнĕ, тылланă, тÿнĕ, кумнă – пĕтĕм ĕçе тунă вăл.
Вăрçă пуçланнă чух Саня аппа тăххăр та тултарманха, çавăнпа пулĕ усал хыпара илтнине астумасть вăл. Часах килĕнче амăшĕпе иккĕшĕ çеç тăрса юлнине вара халĕ те манмасть. «Тăххăрăн пурăнаттăмăр, вăл шутра - эпир 7 ача. Аннене ларма вырăн çукчĕ, ура çинчех апат çиетчĕ. Пире вăрçă хытă силлерĕ, пысăк çемьене салатрĕ. Икĕ пичче те вăрçăран таврăнаймарĕç. Маруç аппана окоп чавма илсе кайрĕç. Хĕллехи сивĕре шăнса нумай асап тÿснĕ вăл. Çера аппана Челябинск хулине трактор заводне танксем тунă çĕре ĕçлеме янă.
Хуйхи-суйхи пирĕнтен пĕрре те хăпмарĕ. Татьян аппа 4 ачапа тăрса юлчĕ, выçăпа, сивĕпе вилчĕ. Марье-пе Çерана вара тĕрмене хупрĕç. Пĕрне ĕçе тухман кунсемшĕн, теприне - Челябинскран тарса килнĕшĕн. Хамăр ял хĕрĕпе, Верăпа, кăмрăк турттаракан вакунра килнĕ. Хăй те, çипуçĕ те кăмрăк тĕслĕ килсе кĕчĕ. Мунчара çăвăнса тасалчĕ вара. Нумаях та пурăнаймарĕ килте, çурăмĕнчен пăшалпа тĕллесе илсе тухса кайрĕç. Атте-анне макăрса юлчĕ. 15 çулта çеçчĕ вăл ун чух», - куçĕсем шывланчĕç Саня аппан.
Вăрçă чарăннине лайăх астăвать Александра Андреевна. «Çав кун эпир вăрмана ĕне çитерме кайнăччĕ, унта илтнĕ. Эпир савăнтăмăр. Анчах упăшкине вăрçăра ĕмĕрлĕхех çухатнă Алтать аппа, Кирок Валери амăшĕ, ку хыпара йăл кулăпа йышăнма пултараймарĕ: «Манăн вăрçăран таврăнакан çук. Пирĕншĕн вăрçă нихăçан та пĕтмест», - тесе йăваланса макăрчĕ. Тахçантанпах кĕтнĕ савăнăç та йăпатаймарĕ ăна», - аса илчĕ кинемей 75 çул каялла пулнине.
Унăн хăйĕн те вăрçа пула ирех ĕçе кÿленме тивнĕ. Колхозра утă пуçтарнă, купăста шăварнă. Çамрăк чухнех хытă ĕçленĕ вăл. Аслисемпе юнашар тăратнă та ăна, вĕсемпе пĕрле тырă вырнă. Малтан ашшĕ кÿлсе панă вăкăрпа, каярах лашапа çĕрулми фермăна турттарнă. Аллăмĕш çулсенче икĕ пай тырă вырма вăй-хал çитернĕ вăл. Утă çулма та çÿренĕ, пĕр кун та килте ларман. Алă ĕçне те ăста пулнă: арланă, çыхнă, тĕрленĕ. Улаха та кĕнчелепе тухнă. Кĕскен каласан, ĕçре çитĕннĕ, ĕçпе пиçĕхнĕ.
Амăшĕ 1949 çултах вилнĕ, çапах та выçăпа аптраман вĕсен çемйи. Ашшĕ вăрман каснă çĕрте ырми-канми ĕçленĕ. Киле килсен çурçĕрччен урапа, çуна, пуртă аври тунă. Уя крахмал пуçтарма яман ачисене, выçă лартман. Шел пулин те, 1955 çулта 23-ри хĕр ашшĕсĕр тăрса юлать.
1958 çулта Александра ял каччипе çемье çавăрать. Мăшăрĕпе, Федор Ивановичпа, уйрăлса тухса çурт лартаççĕ. Ку тапхăр та çăмăл пулман уншăн. Хăйĕн ашшĕ-амăшĕ вилнĕ, мăшăрĕ те тăлăх ÿснĕ, пулăшакан пулман, йывăр килнĕ паллах. Каярах тăрăшуллă мăшăр пурнăçа уралантарнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Ачисем те ÿссе пулăшма тытăннă. Упăшки нумай çул хушши комбайнпа ĕçленĕ, хăй вара 75 çула çитичченех совхоза утнă. Ял хушшинче вĕсем хисепре.
Паян Саня аппан пурнăç тĕрекĕ çирĕп: 5 ача, 11 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук. Вăл тăван килĕнче кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать, мирлĕ пурнăçăн ырлăхĕпе киленет. «Çамрăк чухнех вилнĕ аннене тĕлĕкре куртăм. Пуçри тутăрне салтрĕ те кантăк урлă хучĕ. Унтан виçĕ çавра çăкăр хурса пачĕ. Анне мана телей, тулăх пурнăç парса хăварчĕ тетĕп. Чăнах та, сĕтел çинчен çăкăр-тăвар татăлман, начар пурăнман эпир. Ачасемпе телейлĕ эпĕ. Пурте хам пек, кукашшĕ пек ĕçчен те тăрăшуллă пулчĕç», - кăмăлпа вĕçлерĕ сăмахне Александра Андреевна.
Н. КОЛЕСНИКОВА.