02 ноября 2020 г.
2019 çулта 6310 çемье йĕркеленнĕ, 2020 çулхи 9 йуйăх хушшинче - 3588 çемье. Туйсен вăхăчĕ маллалах пырать, çулталăк вĕçне вĕсен шучĕ чакмасть пулĕха. Уйрăлусен шучĕ вара пĕлтĕрхипе танлаштарсан 10 процент чакнă. Юлашки çулсенче Чăваш Республики регионсен рейтингĕнче уйрăлусен шучĕ сахалипе малти ретре шутланса тăрать. Çакăн пек кăтартусем тума профилактика мерисем пулăшаççĕ. Çирĕп çемье – пирĕн республика, патшалăх аталанăвĕн никĕсĕ. 2019 çулта çирĕп çемьесене сыхлас енĕпе хушма мерăсем йышăннă. Республикăри ЗАГСенче «Çемьене сыхласа хăварар» проекта хута янă. Проект тĕллевĕ - çемьене çирĕплетесси, уйрăлу шутне чакарасси, ашшĕ-амăшĕн статусне ÿстересси.
Кăçал проекта «Яланлăхах пĕрле – çемьеллĕ пурнăçăн чи аслă тĕллевĕ» ят панă. Пуçаруна Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕ ырласа финанс енĕпе пулăшнă Проект майĕпе ЗАГС пощадкисенче çемье психологĕсем, Чăваш епархийĕн представителĕсем тĕлпулусем, психологи треннингĕсем, лекцисемпе семнарсем ирттереççĕ. Итлекен аудитори – хирçев сиксе тухнă çемьесем, мăшăрланма хатĕр-
ленекен çынсем, студентсемпе шкулта вĕренекенсем. Уçă лекцисене хутшăнакансене пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмаллине, çемье пуçласа янă вăхăтри хирĕçу тухассине мĕнле сирсе ярассине, йăлари йывăрлăхсене татса памаллине тата нумай усăллă информаци çинчен каласа параççĕ.
Проекта пурнăçламалли лайăх опыта шута илсе хальхи вăхăтра ăна аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Ен патшалăх юстици служби, хĕрарăмсен Канашĕ тата ашшĕсен Канашĕ килĕшÿ алă пуснă. Проекта пĕтĕм республикипе сарас тĕллевпе Чăваш Енри ашшĕсен Канашĕпе пĕрле проекта президент гранчĕсен Фондне хутшăнма янă.
И. НИКИТИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)