Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сасăлав пуçланать

02 ноября 2020 г.

Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Халăхăн шанăçĕ» премийĕне суйлас енĕпе сасăлав пуçланать. Раççейре пурăнакансем халăха пулăшу илме патшалăх влаçĕн органĕсем туса хатĕрлекен чи лайăх сервиса суйлама хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса çĕршыври 56 тĕрлĕ сервис хутшăнать. Вĕсен шутĕнче Чăваш Енри 2014 –мĕш çулта уçăлнă «Халăх тĕрĕслевĕ» портал. Сайт тата мобиллă приложени урлă граждансем влаç органĕсемпе хутшăнса ĕçлеме, пуçарусем сĕнме тата лару-тăру çинчен пĕлтерме пултараççĕ. Информаци ресурсĕн тĕп пахалăхĕсенчен пĕри – граждансенчен килнĕ пĕлтерÿсем çине 10 кун хушшинче хурав парасси. «Халăхăн шанăçĕ» премине патшалăх эксперт центрĕ 2019–мĕш çулта туса хунă. Проектăн тĕп тĕллевĕ-çĕршывра пурăнакансемпе çыхăну тытасси тата регионсенчи тĕрлĕ сферăсенче пулăшу паракан проектсене пĕлтерсе наградăласси. Конкурсантсемпе паллашма тата ку е урăх проекта пулăшма  http://prof-it.d-russia.ru(http//prof-it.d-russia.ru) сайтра пулать. Сасăлав чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 9-мĕшĕччен пырать. Çĕнтерÿçĕне сасăсен шучĕпе палăртаççĕ.

«Халăхăн шанăçĕ» премийĕн кирлĕ миссийĕ - ырă–кăмăллăх çулĕ. Оргкомитет ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕн 30 проценчĕ онкологи чирĕпе чирлекен ачасене пулăшакан «Пурнăç парнеле» фонда куçать.

 

И. АЛЕКСЕЕВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика