02 ноября 2020 г.
Авăн уйăхĕнче район тата ял хутлăхĕсенчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене суйларăмăр. Халăх суйланă депутатсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама хастар тытăнчĕç. Хальхи тапхăрта районта ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене суйлас енĕпе конкурссем иртеççĕ.
Сĕнтĕрвăрри районĕнче паянхи куна виçĕ çĕнĕ пуçлăх суйланнă. Карапаш хутлăхĕнче Ольга Мартьянова, Сĕнтĕрпуçĕнче – Виталий Иванов çĕнĕ пуçлăхсем ĕçе пикеннĕ. Çавăн пекех ку эрнере Сĕнтĕрвăрри хули хутлăхĕн пуçлăхне палăртнă. Вячеслав Сыройкин конкурс комиссийĕн сасăлавĕ-пе килĕшÿллĕн хула пуçлăхне суйланнă. Палăртса хăварар, Шĕнерпуç тăрăхĕн пуçлăхĕ– Семен Назаров, Чăнкасси тăрăхĕн – Мария Мельникова, Октябрьски тăрăхĕн – Владимир Кураков, Урхас Кушкăн – Владимир Орлов, Атăлçи хутлăхĕн – Анатолий Архипов, Кукашни тăрăхĕн – Светлана Емельянова. Шуршăл тата Хуракасси ял хутлăхĕсенче пуçлăхсене суйламалли вăхăт çитменха, Михаил Журавлевпа Рена Кольцова ертсе пыраççĕ асăннă хутлăхсене. Аксарин ял тăрăхĕнче çитес вăхăтра конкурс пулмалла, ял хутлăхĕн пуçлăхне палăрт-малла.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)