02 ноября 2020 г.
Виçĕмкун Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев администраци пайĕсен тата структура уйрăмĕсен ертÿçисемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ.
Чи малтанах Владимир Николаевич районти кăшăл вирусĕн инфекцийĕ сарăлнипе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă. Çулталăк пуçланнăранпа чирлекенсен шучĕ 99 çын шутланать, 92-шĕ сывалнă, медицина сăнавĕнче 3 çын юлать. В. Мустаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕ тăрăх республикăра маска режимĕ витĕм кÿнине аса илтернĕ. Районта мобильлĕ ушкăн режима пăхăннине тĕрĕслесе тăнине палăртса хăварнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-культурăпа социаллă аталану пайĕн ертÿçи Елизавета Матюшова чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри хулинче пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртессине аса илтерчĕ. Ултă площадкăра проектсене сÿтсе явмалли семинар пулĕ. Унсăр пуçне çак кун ял хуçалăхĕн кунне уявлаççĕ, унăн шайĕнче ял хуçалăх продукцине сутассине йĕркелĕç, отрасльте малта пыракансене чыслĕç. Халăх пĕрлĕхĕн Кунне уявланă шайра туслăх вăййи иртĕ.
Владимир Николаевич мĕнпур мероприятие тивĕçлĕ шайра тата профилактика требованийĕсене пăхăнса ирттермеллине палăртрĕ.
А. МАКСИМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)