02 ноября 2020 г.
Ĕнер Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлĕхĕсен Канашĕн ĕç тăвакан пуçлăхĕ Станислав Николаев Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Мустаевпа тĕл пулнă. Тĕлпулăва юрист службин пайĕн ертÿçи Ольга Цветкова, ĕç йĕркелекен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Кондратьева, Сĕнтĕрвăрри хула хутлăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Сыройкин хутшăннă.

Тĕлпулăвăн шайĕнче муниципалитет администрацийĕн тĕрĕслевпе надзор органĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли, районта старостăсемпе обществăлла организацисен институтне аталантармалли тата хăй тытăмлăх территорийĕсен ĕçĕсене йĕркелемелли ыйтусене пăхса тухнă. Станислав Андреевич муниципалитет пĕрлĕхĕн тĕрĕслевпе надзор органĕсен тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх час-часах укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăрлăхĕсемпе, штрафсемпе тĕл пулнине, кăткăс лару-тăрăва татса памалли çул-йĕр шыранине уçса пачĕ.
Малалла пухăннисем ял администрацийĕсем пурнăç условисене лайăхлатас тÿллевпе ял старостисемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕç, халăхпа влаç органĕсем пĕр шухăшлă пулса ĕçлемеллине сÿтсе яврĕç. Ку вăл влаçпа халăхăн социаллă ĕçтешлĕхĕн тухăçлă инструменчĕ пулнине палăртрĕ Станислав Николаев. Кун йĕркин виççĕмĕш ыйтăвне сÿтсе явнă шайра Станислав Николаев ытти муниципалитет пĕрлĕхĕсен паха опытне шута илсе Сĕнтĕрвăрри районĕнче общество хăй тытăмлăх территорийĕсен ĕçне йĕркелеме сĕннĕ. Тĕп тĕллевĕ-вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе граждансем хăйсен пуçарăвĕсене тата хăйсен яваплăхне пурнăçласси.
О. ЕФРЕМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)