Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастарлăхпа палăрчĕç

02 ноября 2020 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе республикăри кашни яла 100 пин укçа-тенкĕ уйăрса панă. Муниципалитетсем хăйсен йышăнăвĕпе çак укçапа ял тăрăхĕсене хăтлăх кĕртес тĕллевпе тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттернĕ.

Урхас Кушкă ялĕнче пурăнакансем пĕрле пухăнса канашланă хыççăн çак укçана ача-пăча вылямалли лапам тăвасси çине тăкаклама шутланă. Нумаях пулмасть çĕнĕ оборудовани Урхас Кушкăна килсе çитнĕ. Хастар та пултаруллă ял çыннисем çийĕнчех ĕçе тытăннă. Ача-пăча вăййисем валли кирлĕ объектсем лапамра хăйсен вырăнне тупрĕç те ĕнте. Район Пухăвĕн депутачĕ Александр Краснов пĕлтернĕ тăрăх, çак пархатарлă ĕçре уйрăмах ял тăрăхĕн депутачĕ Р.Федорова, çавăн пекех В.Егоров, Д.Карпов, Н.Памиков, О.Самсонов ял çыннисем хастар пулчĕç.

Урхас Кушкăра пурăнакансем Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине чысласа пуçарнă ĕç çынсемшĕн çав тери курăмлă пулнине палăртса хăварчĕç.

 

О. СЛАВИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика