26 октября 2020 г.
Дон çинчи Ростовра октябрĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ «Çĕнĕ форматлă статистика» çавра сĕтел иртнĕ. Унта Раççей статистикин ертÿçин çумĕ Павел Смелов хутшăннă. Цифрăллă пĕрремĕш çитес çырав мĕнле иртессине тата унăн кăтартăвĕсем çĕршыври бизнеса хăш еннелле улăштарма пултарнине сÿтсе явнă.
Цифрăллă çĕнĕлĕхсем шутĕнче Павел Смелов патшалăх пулăшăвĕсем паракан порталта кашниех çырава хутшăнма пултарнине асăннă. Ку мелпе 2021 çулхи ака 1-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен усă курма май пулать. Вăл палăртнă тăрăх, «çыравăн пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвĕсене тĕп тапхăр иртнĕ хыççăн тепĕр çур çултанах хатĕрлесе çитеретпĕр. 2021 çулхи юпа уйăхĕнче çĕршыври халăх йышне тĕп-тĕрĕс пĕлме пултаратпăр. 2022 çул тăршшĕпе пĕтĕм кăтартусене пичетлесе, çапла вара, çулталăк çурăра çыравра пуçтарнă пĕтĕм даннăйсене тĕпчесе пĕтеретпĕр».
Кăтартусене йĕркеленĕ тата çырава пĕтĕмлетнĕ хыççăн 2022 çулта çĕршыври мĕн пур регионпа хула тата ял тăрăхĕ пирки информаципе патшалăх органĕсем кăна мар, Раççейре пурăнакан кашни çын паллашма пултарĕ. Bi-платформа çинче те даннăйсемпе ĕçлĕç.
«Ку йышши кăтартусемпе ĕçлекен пысăк организацисем, калăпăр, «Сбер» е «Яндекс» даннăйсене илме черете тăнă та ĕнтĕ. Пĕчĕк бизнесшăн кашни регионти халăх шучĕ интерслĕ пулĕ. Тавар туянакансем ăçта ытларах пурăннине пĕлни ĕçе тупăшлăрах тума пулăшать. Халĕ коммерсантсем çавăн евĕрлĕ тĕпчевсемшĕн укçа-тенкĕ нумай тăкаклаççĕ. Пирĕн Bi-платформа çинче ăна çăмăллăнах тупма пултарĕç. Суту-илÿ йĕркелекен предприниматель пирĕн сайта кĕрсе кирек хăш ял е хулара мĕн чухлĕ çын тата хăш çултисем, мĕнле условисенче пурăннине, социаллă пурнăçпа демографи улшăнăвĕсене тÿрех курма пултарать. Паллах, вăл çав вырăнта апат-çимĕç е спорт таварĕсен магазинĕ уçмаллине чухласа илĕ. Енчен те унта çамрăк çемьесем чылай, ача нумай çуралать пулсан, тен, ача-пăча таварĕсем сутмалли лавкка уçсан лайăх. Çак кăтартусемпе укçа тÿлемесĕрех паллашма тата усă курма юрать», - тенĕ юлашкинчен Павел Смелов.
Çавра сĕтеле хутшăннисем Раççей статистики пурнăçа кĕртекен цифра технологийĕсем маркетинг тĕлĕшĕнчен нумай çулсем валли ăнланмалла йышăнусем тума, компьютера лайăх пĕлекенсен шутне ÿстерме, бизнеса аталанса тупăш илме май туса панине палăртнă.
Чăвашстат, Пĕтĕм Раççейрихалăх çыравĕ -2020.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)