Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывра ишме пĕчĕкрен вĕрентмелле

26 октября 2020 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Сывлăха çирĕплетес тата физкультурăна аталантарас енĕпе хушма мерăсем çинчен» ятлă хушуна пурнăçланă май программăн пулас инструкторĕсене вĕрентесси стартланă.

2-4 классенче вĕренекен ачасене шывра ишме пĕлнин пĕлтерĕшне шута илсе шкулти физкультура учителĕсем, тренерсем тата çамрăксен спорт шкулĕн инструкторĕсем вĕрентĕç. Инструкторсен квалификацине ÿстермелли Чăваш патшалăх педагогика институчĕн базинче «Ишев методикине лайăхламалли» ятарлă программăпа вĕренÿ курсĕнче иртет. Паянхи куна 4 ушкăн 15-16 инструктортан йĕркеленĕ, вĕсем кăçалхи çул пĕтиччен графикпа килĕшÿллĕн хăйсен квалификацине ÿстерĕç. Вĕрентÿ куçăмлă тата тĕплевлĕ. Вĕренÿ вăхăтĕн ытларах пайне итлекенсем бассейнра ирттереççĕ. Çавăн пекех вĕренÿ шайĕнче ачасене ишме вĕрентес ĕçĕн конспекчĕсемпе планĕсене туса хатĕрлеççĕ. Вĕренÿне педагогика наукин кандидачĕ, спорт дисциплинисен кафедрин профессорĕ, шывра ишессипе СССР спорт мастерĕ Ольга Чернова тата педагогика наукин кандидачĕ, спорт дисциплинисен кафедрин доценчĕ Лариса Дюкина ертсе пыраççĕ.

Пянхи куна физкультурăпа спорт комплексĕсенчи медицина кабинечĕсене медицина оборудованисемпе, эмел хатĕрĕсĕмпе тивĕçтерме пĕтĕмпех хатĕр пулнине палăртса хăвармалла. Физкультурăпа спорт комплексĕсем медицина учрежденийĕсемпе медицина пулăшăвне илес енĕпе килĕшÿсем хатĕрлеççĕ. Ишмелли бассейнсенчи санитари правилисем тата кирлĕ инвентарь санитарипе эпидемиологи енĕпе килĕшÿллĕ пулни те питĕ пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Пĕтĕм хатĕрлев процедурисене вĕçлесен, çĕнĕ коронавирус карантинĕ пĕтсен районсемпе хуласенчи спорт комлексĕсем ачасене пĕчĕкрен шывра ишме вĕрентме пуçлĕç.

 

И. АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика