26 октября 2020 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2020-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче йышăннă 11-мĕш номерлĕ хушăвĕ тăрăх юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен республикăра граждан хÿтĕлевĕн уйăхлăхĕ иртет.
Унпа килĕшÿллĕн виçĕмкун пирĕн районта черетлĕ штаб вĕренĕвĕ иртрĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем чрезвычайлă лару-тăру йĕркине ертсе пынă тата пĕтерсе пынă чухне мероприятисене ирттерессине, яваплă должноçри çынсен практикăллă хăнăхăвне тĕрĕсленĕ вĕренÿ вăхăтĕнче. Ĕç-хĕл килĕшÿлĕхне лайăхлатас тата граждансене хÿтĕлес ыйтăва кирлĕ шайра тивĕçтерессине çивĕч тимлесе тăраççĕ Пĕрлĕхлĕ Патшалăх системин ĕçченĕсем.
О.ОЛИВАНОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)