Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ организацийĕсен ертÿçисем тĕл пулчĕç

26 октября 2020 г.

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Светлана Арсентьева районти вĕренÿ организацийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ.

Канашлура кун йĕркин тĕп ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин муниципалитет-ри тапхăра ирттересси пирки çинчен вĕренÿ пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçи Людмила Явгаева каласа пачĕ. Вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Дарья Камбулова вĕренекенсен тата воспитанниксен ашшĕ-амăшĕсенчен саккунсăр майпа укçа-тенкĕ пухма ирĕк паманнине аса илтерчĕ. Унсăр пуçне Дарья Михайловна ача сачĕсемпе шкулсенче тĕрлĕ мероприятисемпе конкурсем иртермелли, çамрăксене Раççейри ЕИС тата ЕИС Добро.ру системăсене регистрацилес ыйтăвĕсене хускатрĕ. Çавăн пекех Раççей Правительствин 1527-мĕш номерлă «Ачасене автобуссемпе илсе çÿремелли правилăсене çирĕплетесси çинчен» постановленине тишкернĕ.

Канашлу шайĕнче ытти пысăк ыйтусене те сÿтсе явнă. Вĕсен хушшинче «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕнче тата ача-пăча искусствин шкулĕнче вĕренÿ пахалăхне анкеттăласси, «Мы – за БДД» флешмоб ирттересси, шкулсенчи апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслесе тăрасси.

Ĕçлĕ канашлуна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Светлана Арсентьева пĕтĕмлетрĕ. Уйрăмах вăл районти вĕренÿ учрежденийĕсенче çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлас тапхăрта профилактика мерисене пăхăнмаллине палăртрĕ. Светлана Витальевна эпидемиологи лару-тăрăвĕн йывăр тапхăрĕнче вĕренÿ вăхăтĕнче роспотребнадзор хушăвĕсене шута илсе ĕçлемеллине аса илтерчĕ.

И. НИКИТИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика