Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Компетенцисен рынокне тарăн тишкернĕ

26 октября 2020 г.

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев квалификацисене аталантармалли наци агентствин генеральнăй директорĕпе Александр Лейбовичпа тĕл пулнă. Уçă калаçу вăхăтĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче вăтам професси пĕлĕвĕ паракан цифра трансформацийĕн чи лайăх практикине ĕçе кĕртмелли проекта Чăваш Ен хутшăнассине сÿтсе явнă.

Тĕл пулура Чăваш Респуб-ликин Министрсен Кабинечĕ «Квалификацисене аталантармалли наци агентстви» коммерциллĕ мар организаци тата Чăваш Республикин Суту-илÿпе промышленнăç палати килĕштерсе ĕçлесси пирки калакан документа алă пуснă. Республикăри предприятисен ĕç тухăçлăхне ÿстерме килĕшÿ витĕм кÿресси паллă. Ертÿçĕсем ĕç ресурсĕсен пахалăхне йĕркелеме тата кадрсене хатĕрлемелли тытăма лайăхлатма тĕллев лартнă.

«Эпир ахаль çынна, çав шутра çамрăксене, ĕç рынокĕнче хăйсен вырăнне тупма, мĕнле квалификацисем кирлине, вĕренÿ программисене мĕнле юранине ăнланма май паракан условисем хатĕрлĕпĕр»,– тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Александр Лейбович.

Республика Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – кадр вăй-хăватне аталантарасси пулнине палăртнă Олег Николаев. Алă пусса çирĕплетнĕ килĕшÿ – шăпах та цифра сервисĕсене ĕçе кĕртме пулăшакан инструментсенчен пĕри тесе хакланă регион Пуçлăхĕ.

«Документ пире ĕçсене цифрăлас, конкретлă хатĕрсемпе сервиссене пурнăçа кĕртес енĕпе йышăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерме пулăшĕ. Ку енĕпе малалла та пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр, тĕрлĕ формăсем шырăпăр», –хушса каланă Олег Алексеевич.

Квалификацисене аталантармалли наци агентствин ертÿçи Чăваш Ен кадр вăй-хăватне аталантарас енĕпе тĕллевлĕн ĕçленине асăннă, регионăн потенциалĕ чăнласах та пысăк тесе хакланă. «Чăваш Ен Пуçлăхне, вĕренÿ организацийĕсене ĕçсене çÿллĕ шайра йĕркелесе пынăшăн тав тăватăп», – тенĕ сăмахне пĕтĕмлетсе сумлă хăна.

ЧРПА пресс-служби.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика