Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр пăт йăла мĕн хак, тĕрлĕ пулăшусемшĕн мĕн чухлĕ укçа тăкаклатпăр?

19 октября 2020 г.

Республикăра пурăнакансем коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн, кивĕ тумтире юсама, мунча кĕме тата ытти пулăшусемшĕн çулталăкра пĕтĕмпе 24,501 миллиард тенкĕ тăкаклаççĕ.

Федерацин статистика тĕпчевĕсем тăрăх, йăла пулăшăвĕсенчен 2019 çулта халăх пурăнмалли çуртсем е ытти хуралтăсем тунă тата вĕсене юсанă çĕре укçа-тенкĕ ытларах хывнă – 2361 миллион тенкĕ, транспорта юсаса тытса тăма 1941 миллион тенкĕ. Парикмахерскисене çÿреме юрататпăр, вĕсен пулăшăвĕсемшĕн 656 миллион тенкĕ тăккаланă. Вилнĕ çынсене пытарса чыс тума – 379 миллион, мунчасенче çăвăнма 292 миллион, килте куллен усă куракан техникăна юсама тата тимĕртен тĕрлĕ хатĕр тума 257 миллион, тумтир юсама тата çĕлеме 227 миллион, сăн ÿкерме – 127 миллион, атă-пушмак юсама – 68 миллион, япаласене хими препарачĕсемпе тасатма тата прачечнăйсенче çума 44 миллион тенкĕ кайнă. Йăла пулăшăвĕсем шутне, çавăн пекех, сĕтел-пукан туни тата юсани, техника хатĕрĕсемпе оборудование проката илни те кĕрет.

Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусемшĕн эпир пĕтĕмĕшле илсен 17,477 миллиард тенкĕ тÿленĕ. Ку шута медицинăпа юристсен пулăшăвĕсем, вĕрентÿ, спорт, культура, туризм кĕмеççĕ. Вĕсем йăла ыйтăвĕсем шутланмаççĕ. Пĕтĕмĕшле тăкаксем, чăнах та, пысăк, анчах та уйрăм çынна шута илсен, республикăра пурăнакан кашни 1,2 миллион çын çулталăк-ра йăла пулăшăвĕсемшĕн 5 пин те 755 тенкĕ тÿленĕ, пурăнмалли хваттерсемпе коммуналлă пулăшусемшĕн – 14318 тенкĕ.

Хальхи вăхăтра кашни уйрăммăн хăй ĕçĕпе тимлес енĕпе сакуун йышăннă май, йăла пулăшăвĕ паракансем чылайăшĕ çак мелпе усă курма тăрăшаççĕ. Саккун вăя кĕнĕ хыççăн Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн бланкĕсене те улшăнусем кĕртме тиврĕ: пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ çăлкуçĕсем пирки ыйтнă çĕрте хуравсен çĕнĕ варианчĕсем пур. Анчах та статистикăшăн кашни çыннăн тупăшĕ пĕлтерĕшлĕ мар, тивĕçлĕ пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ çăлкуçĕ кăна интереслентерет. Тĕслĕхрен, 2010 çулхи çырав 775,6 пин çыннăн çавнашкал пĕр çăлкуç пуррине кăтартса панă, 410,1 пин çыннăн – икшер, 26,3 пинĕшĕн виçĕ е ытларах çĕртен çемье бюджетне укçа кĕрсе тăнă.

Республикăра пурăнакансенчен 45,7 проценчĕ пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ ĕçукçи тесе палăртнă. Килти хушма хуçалăхран тупăш илекенсем – 23,9 процент, анчах тĕп çăлкуç тесе палăртакансем 35 пин çын (12,1 процент) кăна пулнă. «Харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсем» ăнлав пурнăçа кĕнĕрен ĕç тытăмĕ мĕнле улшăннине Пĕтĕм Раççейре халăх çыравĕнчен пĕлĕпĕр.

Чăвашстат, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ -2020.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика