19 октября 2020 г.
Шупашкарти тĕрлĕ йышши шыçĕсемпе кĕрешекен диспансерăн клиникăпа диагностикă лабораторине юн тĕрĕслемелли хальхи автоматика аппарачĕ килсе çитнĕ.
Çулсерен лабораторинче 1,2 млн. тĕрĕслев ирттереççĕ. Çĕнĕ оборудовани юн тĕрĕслемелли ĕçе пахалăхлăрах тата хăвăртрах ирттерме май парĕ. Тата çакна палăртса хăвармалла, пысăк технологие пăхăнса тăракан медицина аппарачĕ юн клеткисен пахалăхне кăна мар, пĕчĕк клеткăллă биологи шĕвекĕсене те тĕпчет. Çакăн йышши тĕпчевсем лимф диагностикине тата химипе пайăрка терапи уйăрса лартнине палăртма май параççĕ. Çĕнĕ прибор хушма ĕç-хĕлпе пуянланни хальхи медицина технологийĕсен аталанăвне палăртать.
Асăннă оборудование «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Тĕрлĕ йышши шыçăсемпе кĕрешесси» хушма программипе тĕллевлĕн усă курнипе туяннă. Сывлăх учрежденинчи лаборатори ĕçченĕсем çĕнĕ оборудованипе ĕçлеме пуçличчен ятарлă вĕренÿ программине алла илнĕ.
ПИРĔН КОРР.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)