19 октября 2020 г.
Ку эрнере пирĕн районти культура ĕçченĕсем экологи субботникне тухнă. Хамăрăн тавралăха кĕркунне тасатса тирпейлесси йăлана кĕнĕ ĕнте. Ахальтен мар кĕркунне - тыр - пул пуçтармалли вăхăт анчах мар, çитсе килекен хĕле кĕтмелли те. Таврари территорисене тирпей-илем кĕртес ĕçе ял-хула çыннисем те хастар хутшăннă. Тăкăннă çулçăсене, типĕ курăка, тĕрлĕ çÿп –çапа пуçтарнă, йывăçсен ытлашши туратĕчесне касса тирпейленĕ.
Урхас Кушкăри культура ĕçченĕсем хăйсен ĕç вырăнĕнче, клуб йĕри-тавра тасатса пуçтарнă, чечек ÿсекен клумбăсене йĕркене кĕртнĕ. Ĕçленин кăтартăвĕ куç умра, таса та тирпейлĕ территори пурне те килĕшет тата савăнтарать.
Сĕнтĕрпуç ялĕнчи культура çурчĕн территорийĕ –юмахри кермен пек, сарă, хĕрлĕ çулçăллă хурăнсемпе çăкасем ÿсеççĕ йĕри-тавра. Культура тата вулавăш çурчĕн ĕçченĕсем яланах хăйсен территорийĕне тирпейре тытса тăраççĕ. Вĕсене ку ĕçре ял çыннисем те пулăшсах тăраççĕ. Ялта пурăнакан Л. Степановпа.
М. Соловьев ку кунсенче таврара ÿсекен йывăçсен типнĕ турачĕсене касса пуçтарнă. Культура ĕçченĕсем вĕсене тав тăваççĕ, малалла та вĕсем çине шанса тăраççĕ.
И. НИКИТИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)