Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аттесене чыслĕç

19 октября 2020 г.

Чăваш Республикин Наци библиотеки социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ мероприятисем хатĕрлесе ирттерет. Хальхинче библиотека пуçарăвĕпе республикăра «Чăнкă атте» («КрутОтец») пултаруллăх конкурсĕ иртет.

Асăннă онлайн-тупăшу юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен пырать. Конкурсра хутшăнас тесен çемье хаклăкне çирĕплетес, ачасене пăхса ÿстерес ĕçре ашшĕсен тивĕçĕсен пĕлтерĕшне палăртас тĕллевпе сăнланнă тĕрлĕ сăнÿкерчĕксем, видео-ÿкерчĕксем ярса памалла. Ĕçсене ВКонтакте социаллă сетьри «Гуманитари литературин пайĕ» уйрăмĕнче вырнаçтарса лартмалла.

Ĕçсене тĕрлĕ номинаци шайĕнче хакласа электрон сертификачĕпе тивĕçтерĕç. Çĕнтерÿçĕсене диплом тата парнесем парса хавхалантарĕç.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пĕрлештернĕ библиотека системи аттесен Кунне халалласа «Объективра – аттесем» сăнÿкерчĕксен интернет-тупăшăвне йĕркеленĕ. Хутшăнма кăмăлланисен библиотекăн официаллă сайчĕ çине юпа уйăхĕн 22-мĕшĕччен темăна уçса паракан сăнÿкерчĕксем вырнаçтармалла.

О. ОЛИВАНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика