Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртусем иртрĕç

19 октября 2020 г.

Пирĕн республикăра çулсерен « Чи хастар халăх дружинникĕ» конкурс иртет. Виçĕмкун Сĕнтĕрвăрринче конкурсăн районти тапхăрне йĕркелесе ирттерчĕç

Конкурса хутшăнма кăмăл тунисен икĕ тапхăртан тăракан ĕç-пуçа пурнăçлама тивнĕ. Чи малтан конкурсантсем спорт лапамĕнче ГТО нормисене парăнтарассипе тупăшрĕç. Иккĕмĕш тапхăрта вĕсен тĕп саккунсене пĕлнине тата инкеке лекнĕ çынсене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин йĕркине ятарлă хуравсем парса çирĕплетмелле пулнă. Кашни тапхăрти кăтартусене тĕпченĕ хыççăн чи хастаррине суйласа илĕç. Унăн район чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме тивĕ. Ятарлă комисси çĕнтерÿçĕ ятне часах палăртĕ.

 

О. СЛАВИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика