Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатăн курăмлă ĕçĕ

19 октября 2020 г.

Ял халăхĕн пурнăçне ырă улшăнусем кĕртесси районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсемшĕн яваплăх шутланать. Çакна вĕсен курăмлă ĕçĕсем çирĕплетеççĕ.

Нумаях пулмасть эпир Вăта Пукаш ялне аслă ăрури çынсене саламлама кайрăмăр. Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рена Кольцова тата район Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Петров ялти культурă çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле ватă çынсем патне ăшă сăмахсем çитерчĕç. Геннадий Семенович ватăсене вĕсен ырми-канми ĕçленĕ çулĕсемшĕн тав турĕ, пĕрле пухăнса ларса калаçма май тупнишĕн кăмăллă пулнине палăртрĕ. Хастарлăхпа çирĕп сывлăх сунса пуçтарăннисене Рена Аврамовна саламларĕ. Çавăн пекех вăл Вăта Пукаш çыннисене ял хутлăхĕн кулленхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ, аслă ăрури çынсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕ.

Савăнăçлă лару-тăрăва культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ программа илемлетрĕ. Венера Куракова библиотекарь шÿтлĕ сăвăсем шăрантарчĕ, «Телей» ушкăнпа «Шăнкăрав» фольклор ансамблĕ кăмăла уçакан юрăсен ярăмĕ-пе савăнтарчĕç. Çамрăклăха аса илсе ватăсем хăйсем те вырăнти артистсемпе пĕрле юрласа киленчĕç.

Палăртса хăварас килет, юнашар ялсене тухса çÿреме тата район шайĕнче иртекен мероприятисенче хутшăнма Геннадий Петров депутат пулăшăвĕ вырăнлă пулчĕ. Вăл пире транспортпа тивĕçтерчĕ. Пархатарлă ĕçсем малашне те ăнса пыччăр.

С. АШУРКИНА.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика