19 октября 2020 г.
Ĕнер район администрацийĕнче çамрăксене салтака илсе каймалли кĕркуннехи кампанине ирттерессине сÿтсе яврĕç.
Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен çар комиссариачĕ Александр Кочуров çитес кунсенче пирĕн районти 18 каччă Раççей Федерарацийĕн хĕçпăшаллă вăйĕсен хĕсмечĕсене каясси пирки пĕлтерчĕ. Çамрăксен кăмăлĕ тата сывлăх кăтартăвĕсем çирĕп пулни вĕсем Çĕршыва хÿтĕлеме хатĕррине çирĕплетет тесе пĕлтерчĕ Александр Алексеевич.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев яшсемпе тивĕçлипе мухтаннине палăртрĕ, анăçупа çирĕп кăмăл сунчĕ.
А. МАКСИМОВА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)